АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мордвасен опычĕпе паллашнă

10 октября 2012 г.

Чăваш Республикин делегацийĕ Мордовире ирттернĕ "Кукуруза хичĕ – 2012. Интерессен клубĕ" семинара хутшăннă. Ушкăнра – Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ П.Тунгулов, "Чурачикское" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисен производство енĕпе ĕçлекен çумĕсем В.Яковлевпа В.Зефиров.

Семинара "Сингента" тулли мар яваплă пĕрлĕх йĕркеленĕ. Ăна О.Пикаев предприниматель базинче ирттернĕ. Вăл 12 гектар çĕрпе усă курать. Тĕп пайне кукуруза йышăнать. Кунта кукуруза вăрлăхĕ хатĕрлеме ку чухнехи производство технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ.

Семинара хутшăннисем "уй-хир пикине" мĕнле пухса кĕртнипе, силос хатĕрлессине епле йĕркеленине, вăрлăх хатĕрлемелли процеспа, вăрлăха мĕнле упранипе паллашнă. Çавăн пекех "Сингента" компанин кукуруза гибричĕсене кăтартнă.

В.Зефиров мĕн курни-илтнипе, мордвасен кукуруза çитĕнтерессипе пухнă опычĕпе усă курма шутлать.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика