05 октября 2012 г.
Кашни ялтах хастар ĕçпе ырă ят çĕнсе илнисем пур. Вĕсенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канура. Юн кун районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова вĕсенчен чи лайăххисене, район аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнă граждансене Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнчи "Колос" кафене ертсе килчĕ.
Хисеплĕ ватăсене районти ял тăрăхĕсен тăп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль коллективĕ илемлĕ чăваш юррипе кĕтсе илчĕ. Уяв программине ертсе пыракан В.Борисовăпа Л.Никифорова аслă ăру çыннисем пирки ăшă сăмахсем каласа микрофон умне район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова чĕнчĕç.
Владислав Васильевич чи малтанах районăн социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Шаккăла пыракан автоçула юсама тытăннине, Шуркасси шкулĕн спорт залне туса пĕтересси вĕçленсе пынине, больницăна юсама укçа уйăрнине пĕлтерни ватăсен кăмăлне çĕклерĕ.
– Аслă ăру çыннисен кунне 1990 çултанпа паллă тăватпăр. Совет самани хыççăнхи йывăр вăхăта питĕ лайăх ас тăватăр эсир, чăтăмлăн тÿссе ирттерме пултартăр иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки вунă çулне. Йывăрлăхсене пăхмасăр, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартса, вăй-халăра, сывлăхăра шеллемесĕр производствăра вăй хутăр, çамрăксене тĕрĕс çултан пăрăнма памарăр. Ĕмĕрĕр вăрăм пултăр, таса та сывă çÿрĕр, ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса пурăнăр. Çирĕп кăмăлăршăн, ырă та хастар ĕçĕрсемшĕн тайма пуç сире, – терĕ В.Софронов Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе саламласа.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕнпе пĕрле районăн хисеплĕ гражданинĕн, вăрçă тата ĕç ветеранĕн Е.Роштовăн саламне илсе килнĕ. Залри халăх Егор Васильевичăн чĕререн тухакан салам сăмахĕсене алă çупса йышăнчĕ.
Ирĕклĕ те кăмăллă лару-тăрура ватăсене Канаш хулипе районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, унăн çумĕ Э.Яковлева, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Л.Васильева, районти тата хулари ветерансен канашĕсен председателĕсем М.Даниловăпа З.Тимченко саламларĕç.
Ветерансен ячĕпе уяв ирттересси район пурнăçĕнче хăйĕн вырăнне тупрĕ ĕнтĕ, ырă йăла пулса тăчĕ. "Ентешсем" ансамбль, В.Борисовăпа Л.Никифорова юрăçсем, О.Арстархова ташăçă уяв кĕрекинче ларакан ветерансене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Малалла вара тата та хаваслăрах пулчĕ. Хисеплĕ ватăсем хушшинче юрă ăстисем те пур иккен. Микрофон умне тухса Канашри Яков Васильевпа Зоя Тимченко, Вăрман Енĕшри Ольга Николаева, Сителти Лора Софронова, Уçырмари Валентина Махминова, Катекри Михаил Кузьмин, Кăшнаруйĕнчи Петр Константинов уçă та евĕклĕ сассисемпе савăнтарчĕç. Вĕсем юрланă юрăсене пурте кăмăлласа йышăнчĕç. "Ентешсем" ансамбль ертÿçи В.Стеклов баянне тăсса ярса ташă кĕвви шăратса кăларсан ватăсенчен хăш-пĕрисем сĕтел хушшинчен тухса çамрăк чухнехилле такмак каласа ташша яра пачĕç.
– Питĕ хĕпĕртерĕм сирĕн çине пăхса, пултаруллă эсир, пурнăç опычĕ чунăрсене ăспа пуянлатнă. Хулара ветерансен хорĕ пур, мĕншĕн-ха районта та йĕркелес мар, мĕнпе кая эсир хуларисенчен. Эрнере пĕрре пухăнса репетици ирттермеллине палăртас та ырă ĕçе кÿлĕнес,– терĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов.
Ветерансем унăн сĕнĕвĕ пирки шутласа пăхма сăмах пачĕç.
Вăтапуçĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Нина Шемякина çак уява йĕркеленĕшĕн, хăйсене чĕнсе хисеп тунăшăн, ырă сăмахсемпе чĕрисене ăшăтнăшăн пурин ячĕпе те хĕрÿллĕн тав турĕ.
Çакăн пек мероприятисем яланах евĕклĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулса чун каниччен калаçни кăна мĕне тăрать.
В.АЧЧА.