03 октября 2012 г.
Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ И.Ильин хăйне пурнăç çулĕ çине кăларнă шкулта хăнара пулнă. Иван Егорович – историк, социолог, наука кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарта гуманитари наукисен институчĕн социологи уйрăмне ертсе пырать.
И.Ильин ачасене пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ăслăлăх ĕçĕсемпе паллаштарнă, тăван шкула чăваш халăх пултарулăхĕ çинчен çырнă кĕнекисене парнеленĕ. Нумаях пулмасть Иван Егорович çуралнăранпа 60 çул тултарнине паллă тунă, юбилей ячĕпе ентешĕсем те саламланă, ăслăлăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума суннă.
А.ВИТАЛЬЕВ.