03 октября 2012 г.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн Шăхасанти сĕт-çу ферминче "Юникала-180" вакуумпа йĕркелесе тăракан сĕт сумалли линин хатĕрне ĕçлеттерсе янă. "Регион-ял хуçалăх продукчĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ, Швейцарири Delaval фирмăн официаллă дилерĕ А.Бычков пĕлтернĕ тăрăх, çак лини 50 пин евро тăрать. "Сĕт пахалăхне ÿстерме май парать, ĕнене амантмасть, уннăн çиллисене чире ямасть. Сунă вăхăтра сĕт сахаллансан вакуум пĕчĕкленет, нумай юхса пыма пуçласан вăл пысăкланать. Сумалли хатĕрĕн пăрăхĕсене тутăхман çутă çирен тунă", – тенĕ Александр Викторович.
Ферма заведующийĕ И.Алексеева кунта 150 ĕне пулнине пĕлтернĕ. Вĕсене тăватă доярка сăвать, талăкра 1800 литр пухăнать. Тирпейлекен предприяти çак продукцине чи пысăк тата пĕрремĕш сортпа йышăнать. Сăмах май, хуçалăхăн ытти фермисенчен илсе килнĕ сĕте çак пахалăхпа хаклаççĕ. Выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. 955 тонна сенаж хывса хăварнă. Утăпа силос çителĕклĕ