03 октября 2012 г.
Тунти кун Çеçпĕл ялĕнчи ваттисен çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе пысăк мероприяти ирттернĕ. Унта пурăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Г.Федоров, халăха социаллă хÿтлĕх паракан учреждени директорĕ Л.Васильева тата Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова саламланă.
Ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Шĕкĕр" фольклор ушкăнĕ пысăках мар концерт лартса панă. Ватăсем халăхра анлă сарăлнă чăваш юррисене кăмăлласа йышăннă, алă çупса тав тунă.