03 октября 2012 г.
Сител ялĕнче пурăнакан Михаил Иванович Андреев пахча çимĕç, улма-çырла ÿстерес, халĕччен кунта ÿсмен çĕнĕ сортсене тĕпчесе кунти çанталăк условийĕсене хăнăхтарас енĕпе чылай ĕçлет. Ун пахчинче пиншер тĕп тĕрлĕ сортлă улма-çырла, халĕччен кунта акса-лартса ÿстермен пахча çимĕç ÿсет.
- Михаил Иванович, пахчасем, садсем çимĕçсенчен пушанчĕç ĕнтĕ, анчах кунти ĕçсем вĕçленмен-ха. Пăхатăп та, сирĕн хăмла çырли тĕмĕсем çинче çимĕçĕ çуллахи пекех хĕп-хĕрлĕ. Пиçмеллисем те пайтах çакăнса тăраççĕ.
- Çапла. Хăмла çырлисемсĕр пуçне шăлан, палан, пилеш, катăркас çырлисем те куçа илĕртеççĕ, кăвак çÿçе çулçисем сад пахчине илем кĕртеççĕ. Тата купăста пуçĕсене касмалла, кишĕре кăлармалла, çĕр шăниччен улмуççи, чие, хурлăхан, крыжовник айĕсене кăпкалатмалла. Çĕр шăнсан вара тислĕк тăкма та вăхăт çитет. Кăпкалатнă йывăç айĕсене 8 - 10 сантиметр хулăнăш тислĕк хурса хăварсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Хĕлле вăл йывăç тымарĕсене шăнма памасть. Çуркунне вара, юр шывĕпе ирĕлсе, тымарсене тăрантĕ. Сывлăш температури 5 градус таран сивĕнсен иçĕм çырлисене, роза чечекĕсене хуплама черет çитет. Пыл хурчĕн вĕллисене те омшанике кĕртсе лартмалла.
- Пăхатăп та, сирĕн пахчара хурт вĕлли чылай. Миçе пуç кунта сирĕн;
- Халĕ чылаях мар, 14 кăна. Атте пурăннă чухне 100 вĕллене яхăн та пулнă пирĕн.
- Хурт-хăмăр ăстисем кăçалхи пек пылсăр çул курманни чылай пулать теççĕ. Ку таврара мĕнлерех тата;
- Хуртсем кăçалхи пек начар пыл пухнине пĕрре те ас тумастăп, атте каланине те илтмен. Вăйлă çемьесем нумаях мар пулин те, пурпĕрех кăштах пыл пухкаланă. Вăйсăр тата пĕчĕк çемьесене вара хăйсене апатлантарма тиврĕ. Сироппа пĕрле тĕрлĕ чир-чĕртен витаминпа эмел патăмăр.
- Михаил Иванович, сирĕн сад пахчинче тĕрлĕ-тĕрлĕ улмуççи, груша нумай. Эсир çак улма йывăççисен мĕнле сорчĕсене килĕштеретĕр, тата мĕнле сортсем ку таврара пысăк тухăç параççĕ;
- Кăçал икĕ пине яхăн улмуççипе груша сыпрăм. Çулла ытла шăрăх пулмарĕ, çумăр та çусах тăчĕ. Сыпнă йывăçсем çурри ытла сипленсе çыпăçрĕç, ÿсме тытăнчĕç. "Память Яковлева", "Красавица Яковлева", "Нежность", "Дюшес", "Бергамот" грушăсем, "Золотая китайка", "Белый налив", "Июльское Черненко", "Мельба", "Орловский синап", "Северный синап", "Коричневое новое", "Штрейфлинг", "1114", "Лобо", "Антоновка золотая" сортлă улмуççисене те сыпрăмăр. Ку ĕçре мана Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан Семенов Николай Семенович нумай пулăшрĕ. Ытларах вăл хатĕрленĕ привойпа ĕç-лерĕмĕр. Сыпас енĕпе те вăл манран ăстарах ĕçлерĕ.
- Кунта сирĕн çĕр çырли те чылай...
- Кăçал ултă тĕрлĕ çĕр çырли туянса пахчара ĕрчетме тытăнтăм. "Московский деликатес" текенни мĕн кĕркуннечченех çимĕç парать. Çырлисем йышлă, шултра. "Елизавета Вторая" сортăн çырлисем тата та шултрарах. "Русский размер" - кĕркуннечченех лараканни. "Искушение" тата "Лакомка" сортсем те сĕм кĕркуннечченех çимĕç параççĕ.
Кăштах арбузпа дыня çинчен каласа хăварас килет. Пасарта сутакан арбузпа дыня вăррисенчен пирĕн патăрта та тутлă çимĕç çитĕнтерме пулать. "Торпедо" дыня тата "холодок" арбуз та ир пулакан çимĕçсем мар. Вĕсене вăррине акса калчине çитĕнтерсе пахчана лартсан кунта та çимĕçĕсем пулса çитеççĕ. Калчине помидор калчипе пĕр вăхăтра кăларса лартмалла. Пĕр шăтăка 8 - 10 калча вырнаçтармалла. Вара арбуз е дыня хăйĕн тымарĕсене çулçисемпе хупласа тăпрана типме памасть. Арбузăн ир пулакан сорчĕсем çаксем: "кримсон свит", "огонек", "кримсон свит бессемянный". Вĕсем ыттисенчен 10 - 15 кун маларах пиçсе çитеççĕ.
- Дыньăсем тата;
- Ир пулакан сортсем çаксем: "колхозница", "радужная". Вĕсем шултрах мар, анчах кĕрхи çумăрсем пуçланиччен пулса çитеççĕ. Дыньăна, арбуза татиччен 20 - 30 кун хушши шăвармасан вĕсем пылакрах пулаççĕ.
Кăçал хамăр пахчара ÿстернĕ арбузра нитрат мĕн чухлĕ пулнине виçсе пĕлтĕм: 17 единица иккен. Нормăпа вара 60 единица таран пулма пултарать.
Çĕнĕ сезон валли вăрăсене Канашри автовокзал çумĕнчи ял хуçалăх пасарĕнчи "Дачница" магазинта туянма пулать. Кунта сирĕн ыйтусене туллин тивĕçтерме тăрăшĕç.
В.ЛАПИН.