АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушанман хирсем те пур-ха

03 октября 2012 г.

Район администрацийĕн черетлĕ ĕçлĕ уйăхĕ пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕпе пуçланчĕ. Ăна яланхиллех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

Владислав Васильевич пухăннисене Ваттисен кунне савăнăçлă лару-тăрура ирттерме, аслă ăрури çынсене район администрацийĕ ячĕпе кулленхи пурнăçра пулăшса пынăшăн тав тума, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, лăпкă ватлăх сунма ыйтрĕ. Евĕклĕ вăхăт кунпах вĕçленмерĕ-ха. "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан виçĕ çамрăк специалиста çурт-йĕр çавăрма укçа уйăрса панине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем пачĕç. Çакна тивĕçнисем – район больницин врачĕ Е.Романов, Шăхасан тата Сиккасси вăтам шкулĕсен вĕрентекенĕсем Д.Скворцовпа Т.Леонтьева. Асăрхаттару та пулчĕ: район администрацийĕн анлă ларăвне ирттернĕ кун ял тăрăхĕсенче канашлу е лару ирттерме палăртмалла мар, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен района килмелле.

Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Хуçалăхсен оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçленĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 20,1 центнер. Чи лайăх кăтарту "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн – гектартан 27 центнер. Тухăç кăтартăвĕ Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативра – 23 центнер, "Хучель" тата "АСК-Канаш" хуçалăхсенче – 22.

Хĕрÿ ĕçсем çĕр улми анисем çине куçрĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" 685 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Уйăх пуçламăшĕ тĕлне 69 процентне кăларса илнĕ. Гектартан вăтамран 213 центнер тухать. "АСК-Канаш", "Победит", "Цивиль" тулли мар яваплă пĕр-лĕхсем çулсерен çак культурăна тухăçлă туса илеççĕ. Кăçал вĕсем гектартан 280-шар центнер пуçтарса кĕртеççĕ. О.Шпаков фермерăн кăтартăвĕ – 290 центнер. Кăçалхи çанталăк çĕр ĕçченĕсемпе кăмăллах мар. Йĕпе-сапана пула çĕр улми кăларас ĕç хăвăртлăхĕ "АСК-Канаш", "Маяк", "Аталану" хуçалăхсенче самаях пĕчĕк. Пахча çимĕçе 12 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тĕпрен илсен вĕсем – хĕрлĕ кăшманпа купăста.

Кĕр акине 5811 гектар çинче ирттерме планланă. Акнă кĕрхи тулăпа ыраш тата тритикале 3419 гектар йышăнаççĕ. "Цивиль", "Хучель", "Победит", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, Шамуков, Протасов, Лукиянов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем акмалли плана вăхăтра пурнăçланă. Тăкакĕ пысăк, тухăçĕ пĕчĕк тесе акман хуçалăхсем те пур-ха. Паллах, вĕсем йăнăшаççĕ, халăхра калашле, çулпа çул пĕр килмеççĕ.

Çĕртме 10100 гектар çинче тунă; сухалама палăртнин 63 проценчĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Цивиль", "Восход", "Хучель", "Агат", "Агрофирма "Ямашевская", "Агробизнес" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив лайăх ĕçленине палăртмалла.

Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне хатĕрлесси тĕп вырăнта тăрать. Планпа пăхнă 11700 гектар çине акма вăрлăх 2500 тонна кирлĕ пулать. Паянхи кун тĕлне 1790 тонна (72 процент) тасатса хунă. Хăш-пĕр хуçалăхсем вăрлăха тĕрĕслеве тăратма васкамаççĕ-ха.

Валерий Геннадьевич выльăх-чĕрлĕх витисене хĕллехи тапхăра хатĕрлес ыйту çинче те чарăнса тăчĕ, "Кĕр парнисем – 2012" ял хуçалăх ярмăркки мĕнле иртни пирки каласа пачĕ. Ял çынни хăй пахчинче ÿстернĕ çимĕçе сутма унчченхи йăлапа хула пасарне илсе тухать. Уйрăмах хула çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансем. Туянас текенсем те унталлах туртăнаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров тата "Промремстрой" тулли мар яваплă пĕрлĕх филиалĕн директорĕ С.Иванов пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене хĕле хатĕрлесси мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Çак çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă çĕре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Кисина Раççей Федерацийĕн пенси çинчен калакан саккунĕсенчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, ăнлантарса пачĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Ковшова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн тăлăх ачасен пурăнмалли çурчĕсене, пÿлĕмĕсене мĕнле йĕркепе юсаса тăмаллипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Культура учрежденийĕсене çĕнĕлле тытса тăрас ыйтупа социаллă аталану пайĕн культура ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева, финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.

Канашлу кăмăла çĕклекен кĕвĕпе вĕçленчĕ. Хучел ял тăрăхне Перекет банкĕпе тачă çыхăну тытнăшăн дипломпа наградăларĕç, спутник телекуравăн комплектне пачĕç. Нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тата культура ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн Кайри Ăнтавăш библиотекин заведующине С.Димитриевăна тата Çеçпĕлти культура çурчĕн директорне Р.Елизаровăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика