АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сашук сăввисем...

28 сентября 2012 г.

Алăри пÿрнесем пĕрешкел мар тенешкел пĕр çемьере çуралса ÿснĕ ачасем те расна пулаççĕ. Тепĕр чухне вĕсене сăн-сăпат пĕр пеклĕхĕ, ÿт-пÿре аттепе анне панă юн чупни кăна пĕрлештерсе тăрать тейĕн. Эпир çемьере виççĕн кăна çитĕннĕ. Пурте эпир тĕрлĕрен. Кăмăлсем те пĕр килмеççĕ.

Асли, пичче, каснă-лартнă анне сăнне илнĕ: хуп-хура çÿçлĕ, çутă ÿтлĕ. Эпир аппапа – çырă. Çавăнпа пире пиччепе, Саша Владимировпа, юнашар тăратсан никам та пĕр тăвансем тесе каламастчĕ. "Ай, пĕри – хура, тепри – сарă", – тетчĕç. Аттепе аннен пирĕнпе, ачисемпе, мухтанас йăла нихăçан та пулман. Хамăр тĕллĕн вĕренсе професси илтĕмĕр. Пиччем 30 çул хаçат редакцийĕнче ĕçлерĕ. Гени пулнă вăл, анчах кам умĕнче те пулин курнăçланса курнă-ши; Пĕр çемьери çынсем вунă çул пĕрле ĕçленĕ пулин те эпĕ Сашук çинчен питĕ сахал пĕлетĕп.

Паян вара тăванăм çинчен иртнĕ вăхăтри пулăмсем тăрăх кăна калама пулать. Ыран мар тепĕр кун, сентябрĕн 30-мĕшĕнче, вăл пурнăçран уйрăлса кайни шăп пĕр çул çитет. Тĕлĕнмелле йывăр иртрĕ çак çулталăк. Ăна хăй туйса курнă çын кăна ăнланма пултарĕ...

Этем асĕнче юлнин пысăк пайĕ тем тесен те ачалăхри вăхăтсем пулĕ. Пирĕн хушăмăрти çулсем самаях пысăк – 14 çул. Сашук ача чухнех çырма пуçланă. 3-мĕш класран вара "Пионер сасси" ("Тантăш") хаçата, "Хатĕр пул" ("Самант") журнала тăтăш çырса тăнă. Çак пичет изданийĕсем ирттерекен кашни конкурс-викторинăна хутшăннă. Хаçатпа журналтан янă çырусем паян кунччен упранаççĕ. Мĕн чухлĕ кĕнеке ярса паман-ши ăна парне вырăнне. Кайран шкул пĕтерме вăхăт çитсен Мускаври патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кайма панă сĕнÿ, направлени миçе-ши тата; Саша вара шкул хыççăн Шупашкара художество училищине çул тытнă. Художник пулас туртăм вăйлă пулнă ĕнтĕ. Анчах кая юлса кайнăран документсем пама ĕлкĕреймен. Çав тери илемлĕ ÿкеретчĕ çав. Пĕр сĕтел сарса хуратчĕ те ватман хута плакатсем ÿкеретчĕ. Мана патне пыртармастчĕ. Ирхине тăратăн та ай-яй! мĕнле хитре картина туса хунă. Ку ăсталăх аттерен куçнă-ха ăна. Клубри уявсем валли мĕнле илемлĕ плакатсем туса паратчĕ. Кам та пулин вилсен венок лентине çыртарма та пирĕн пата килетчĕç.

"Атте мана шурт пÿрт лартса памарĕ" юрра вăл мана 4-5 çулта чухнех юрлаттарнă. Эп калаçнине, кулнине магнитофонпа çыртарса илетчĕ. Спорт передачисене курма та унранах вĕреннĕ. Эпĕ аслăрах классене çитсен манпа хоккей, футбол çинчен сÿтсе яватчĕ. "ЦСКАпа" "Динамо" (Киев) чи юратнă командăсем пулнă.

"Молодая гвардия", "А зори здесь тихие", вăрçă çинчен ытти киносене пĕрле кураттăмăр. Сашук, кĕнекесене маларах вуласа хунăскер, мĕн пулса иртессине каласа пыратчĕ.

Кирек ăçта каймалла пулсан та кĕсйине хутпа кăранташ татăкĕ чикетчĕ. Пуçа килнĕ шухăшсене çырса хума ĕнтĕ. Эпĕ мĕн, çакна ăнланнă-им; Вăрмана йĕкел пуçтарма каяттăмăр та вăрман хĕррине тухсан чылайччен лараттăмăр. Вара тем калаçнине астăватăп пек. Ахăртнех, сăвă вуланă пуль. Каярах хăйĕн сăввисене юрласа та паратчĕ. "Мĕнле пек;" – тетчĕ вара ăнланакан çынран ыйтнă пек. Калаçма çын пултăр тесе сĕтĕрсе çÿренĕ ĕнтĕ пĕрле.

Кĕнеке питĕ нумай вуланă вăл, хăш вăхăтра – пĕлместĕп. Килте анне пит кĕнеке вулаттарсах ларман-ха пире. Апла пулин те Саша "чĕрĕ энциклопеди" пулнă. Истори, литература, чĕлхе, спорт уншăн чи юратнă, чи çăмăл тема пулнă. Унпа тем çинчен те калаçма пулнă. Хăйне те çавăнпах "Ленин" хушма ят панă пуль тантăшĕсем. Ачисем шкулта вĕреннĕ чухне сочинени çырма ларсан учитель пек ăнлантарса паратчĕ те лешсем хăйсемех шăрçаласа хуратчĕç. Пĕр хĕрĕ ÿкерме ăста, тепри ытла та ырă кăмăллă.

Киле килсен Сашук пахча вĕçĕнчи сăрта улăхатчĕ те ял çине пăхатчĕ-пăхатчĕ вара. Çав-çав ватă мĕнле пурăннине ыйтса пĕлетчĕ, хăшĕн тăнĕ пур вĕсем патне кайса каласа панисене çырса илетчĕ. Ял çинчен кĕнеке çырма çав тери пуян материал пухса хатĕрлерĕ вăл, анчах мĕн хатĕрлесе хăварни пĕтĕмпех харама. Компьютерăн хытă дискĕ çунса кайнипе юсама юрăхсăра тухнă. Анчах унăн ĕçне ял-йыш патне çитеретĕпех, мĕн пуррине те пулин.

Манăн ача çуралсан, хăйне "кукка" теме пуçласан мĕнлерех савăннине каласа пама çук. "Эпĕ кам-ха, Юля;" – тесе темиçе хутчен калаттаратчĕ. Хамăр пит йăтсах çÿремен те ачине, вăл вара алăран ямастчĕ. Ĕçре те кашни кунах чи малтан: "Юля мĕнле унта;" – тесе ыйтатчĕ. Çав тери юрататчĕ. Компьютер, телефон экранĕсем çинче ачан сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнăччĕ. Шел, мăнукне алла тытса кураймарĕ. Паян вара пĕчĕк Раман ултă уйăх тултарчĕ. Ларакан та пулчĕ, анчах кукашшĕне курман вăл, нихăçан та кураймĕ... Пурнăç малалла ыткăнать.

Паян хисеплĕ вуланаканăмăрсене Александр Ильичăн хăш-пĕр сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсем хăй вăхăтĕнче хаçатра кун çути курнă. Тепĕр хут аса илнипе темех пулмĕ. Ăна хисепленисем пăлханса вулĕç, курайманнисем тутисене пăрĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика