28 сентября 2012 г.
Юлашки çулсенче суд практикинче обязательнăй йĕркепе ĕçлесе юсанмалли тата ирĕке чакармалли уголовлă наказани мелĕсемпе анлă усă курма пуçларĕç.
Кун пек йĕркесене ытларах чухне йывăр мар преступлени туса айăпланнă, айăплав срокĕ пилĕк çултан ытла мар, çавăн пекех пуçласа саккуна пăснă çынсем тĕлĕшпе йышăнаççĕ. Наказани, паллах, çынна этем ĕренкинчен тухса каясран пулăшаканни. Кун пек чухне айăпланнă çынна ирĕкрен хăтармаççĕ, çемйинчен, çывăх çыннисенчен уйăрмаççĕ. Апла пулин те суд ун тĕлĕшпе йышăннă мерăна пăсрĕ тĕк ăна вара ирĕкрен чăнахах та хăтарма пултараççĕ.
Мĕн-ха вăл обязательнăй ĕç; Айăпланнă çыннăн тĕп ĕçрен е вĕренÿрен пушаннă вăхăтра обществăшăн усăллă ĕç тунă çĕре хутшăнмалла. Ăçта мĕн ĕç тумаллине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем уголовлă пурнăçлав инспекцийĕпе калаçса килĕшсе палăртаççĕ.
Обязательнăй йĕркепе тумалли ĕçĕн срокне 60 сехетрен пуçласа 480 сехет таран палăртаççĕ, кунне 4 сехетрен ытла ĕçлеттермеççĕ. Çак йĕр-кене пăхăнмасан е ĕçрен сĕм-сĕррĕн пăрăнсан наказание ирĕкрен хăтармалли мерăпа улăштараççĕ. Айăплине тĕрмене хупсан вăл обязательнăй ĕçре миçе сехет ĕçленине шута илеççĕ.
Ĕçлесе юсанмалли мерăна яланлăх ĕç вырăнĕсĕр çынсем тĕ-лĕшпе йышăнаççĕ. Кун пек чухне суд приговорĕнче палăртнă виçепе ĕç укçине 5 процентран пуçласа 20 процент таран патшалăх хыснине тытса юлаççĕ.
Айăпланнă çыннăн ирĕкне чакарнине çакăн пек ăнланмалла: унăн правона сыхлакан органа уйăхра икĕ хутчен пырса регистрациленмелле, пурăнакан вырăна улăштарма, çак орган ирĕк памасăр хăй пурăнакан регион тулашне тухса çÿреме юрамасть.
Кăçалхи тăхăр уйăхра Канаш хулипе районĕнче суд приговорĕпе килĕ-шÿллĕн 90 çынна обязательнăй ĕçсене явăçтарнă, 55 çыннăн ирĕкне чакарнă, 61-шне ĕçлесе юсанмалла тунă. Çак çынсенчен ытларахăшĕ хулари культурăпа кану паркĕнче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсенче, ял тăрăхĕсенче урамсене, картишсене тирпей-илем кÿнĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Хĕллехи вăхăтра – юр тасатнă çĕрте.
Обязательнăй ĕç çынна хăйĕн айăпне ăнланса илме пулăшакан чи тухăçлă мерăсенчен пĕри. Тăтăшах эрехпе айкашакан, тĕрмере ларса тухнă, алимент тÿлессинчен пăрăнса юлас тесе тĕрлĕ май шыракансемпе лару-тăру йывăртарах. Вĕсем ĕçлесшĕн мар, наказанирен мĕнле те пулин пăрăнма тăрăшаççĕ.
Саккунпа халĕ наказанин тепĕр тĕсне çирĕплетнĕ – ирĕксĕрлесе ĕçлетерессине. Кун пек наказани срокĕ икĕ уйăхран пуçласа пилĕк çул таран. РФ Уголовлă кодексĕн 53.1 статйи 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
С.ГОРЯЧКИН,
Уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн районти филиалĕн начальникĕ,
шалти служба подполковникĕ.