28 сентября 2012 г.
Юлашки çулсенче ялсенче участокри врачсен офисĕсене уçрĕç. Çакă халăх сывлăхне çирĕплетме, чиртен сыватма лайăх майсем туса пачĕ. Эпĕ вулакансене Пайкилт ялĕнчи офис тата унта ĕçлекен медицина ĕçченĕсем çинчен çырса кăтартасшăн. Офис çуртне 2009 çулта тĕпрен юсарĕç. Халĕ унта тĕрлĕ кабинет ĕçлет: шăла сиплемелли, процедурăсем тумалли, чирлисене йышăнмалли, пăхмалли, прививка тумалли, физиокабинет, эмел сутмалли, кăнтăрла сыватмалли виçĕ койкăллă стационар.
Врач кабинетĕнче компьютер пур, интернет урлă электрон мелĕпе тухтăр патне çырăнма пулать. Офисра участокри терапевт врач пулса Эрнст Гаврилович Ильин ĕçлет. Вăл 1953 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ шкулта истори, амăшĕ нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Эрнст Гаврилович малтан Мăкăр ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, унтан Канашри 2-мĕш вăтам шкулта пĕлĕвне малалла аталантарнă.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех çамрăка врач пулас шухăш канăç паман. Кĕçех салтака кайма ят тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн Эрнст Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ (1975-80 çулсем). Алла диплом илсен 1980 çултан пуçласа 2009 çулччен Шăхасанти тĕп больницăра терапевт врач пулса тимленĕ, пуян опыт пухнă.
Э.Ильин ертсе пынипе Пайкилтри офисра пĕр шухăшлă, ĕçлеме пултаракан туслă коллектив чăмăртаннă. Асăнса хăварар-ха вĕсене: Т.Михайлова шăл врачĕ, медицина сестрисем – Н.Васильева, Е.Скворцова, Э.Герасимова, Е.Иванова санитарка.
Э.Ильин хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă, кашни çынпа çыпăçуллă калаçать, чир еплерех аталанса пынине тĕпчет, тĕрĕс диагноз лартать, хăвăртрах сывалма хавхалантарать.
Çак офис Пайкилт, Тăрăн, Çĕнĕ Мами ялĕсенче пурăнакансене йышăнать. Чирлĕ çынсем патне тухтăр килĕсене тухса çÿрет. Пайкилт офис участокĕнче вăрçă инваличĕсем – 4 çын, тыл ветеранĕсем – 124-ăн, вăрçă инваличĕсен тăлăх арăмĕсем – 9 çын, йывăр чирлисем – 10 çын. Вĕсен сывлăхĕшĕн мĕнлерех тăрăшнине кашни кварталта ятарлă ларура сÿтсе яваççĕ.
Э.Ильин Пайкилт ял тăрăхĕн администрацийĕпе тачă çыхăну тытать, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Григорьев хуçалăх енчен яланах пулăшса пыма тăрăшать.
Çĕнĕ Мами ялĕнче фельдшер пункчĕ ĕçлет, ăна М.Григорьева ертсе пырать. Вăл питĕ тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне пĕлсе ĕçлет. Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакансем М.Григорьевăна питĕ килĕштереççĕ, вăл тăрăшнипе фельдшер пунктĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Э.Ильин мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ: Таня Мускавра экономист пулса ĕçлет, Игорь Канашра суту-илÿ енĕпе тимлет, хĕрĕ Светлана Шупашкарта ординатурăра вĕренет.
Г.ДИМИТРИЕВ.