28 сентября 2012 г.
Районти хуçалăхсенче иртнĕ эрнере пултăмăр. Вăраха кайнă йĕпе-сапа кунта та пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнă. "Пирĕн 12974 гектар çинчен тĕш тырă пухса кĕртмелле, çывăх кунсенче тĕллеве пурнăçлатпăр", – терĕ районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов.
Валерий Васильевич пысăк опытлă специалист, "Канаш" колхоза нумай çул ертсе пынă. Чылай районти хуçалăхсем тырра хăвăртрах типĕтсе пуçтарас тĕллевпе çулса пăрахнăран çухату тÿсрĕç. "Эпир вара комбайнпа тÿрех вырса çапма йышăнтăмăр", – терĕ Валерий Долгов.
Вырма хăвăртлăхĕ чакни республика ертÿлĕхне те шухăшлаттарать. "Çитĕнтернĕ тыр-пула пĕтĕмпех пухса кĕртмелле. Техника тухаймасть пулсан алă вĕççĕн ĕçлемелле, çынсене явăçтармалла. Тыр-пула пухса кĕртесси – пĕтĕм халăх тивĕçĕ", – палăртнăччĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕн чĕнĕвне канашсем те ырласа йышăнчĕç, ĕççине хăвăртлатрĕç. Чылай ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ вырмана вĕç-лерĕ. Чи малтан Киров ячĕллĕ ЯХПК ырă тĕслĕх кăтартрĕ.
Çĕр улми лаптăкĕ те самаях. Вăхăтра ĕçе пуçăнма çумăр чăрмантарчĕ.
Валерий Долговпа тата Сергей Васильевпа "Хучель" ООО (ертÿçи В.Александров) хыççăн "Цивиль" обществона çитрĕмĕр. Хуçалăх директорĕ Вениамин Ефимов пире çĕр улми уйне илсе тухрĕ. Лаптăкăн пĕр енче "иккĕмĕш çăкăрăн" аврине çулса пуçтарнă. "Çĕр кушăхсанах агрегатсем ыранах ĕçе пуçăнĕç", – терĕ Вениамин Михайлович.
Паян çĕр ĕçченне çăмăл мар. Çавăнпа хуçалăх ертÿçисем хăйсене тĕпсĕр авăр умне пырса тăнăнах туяççĕ пулĕ. Вениамин Ефимовăн та пăшăрханмалли тупăнсах тăрать. Калăпăр, чылай çул хĕрлĕ кăшмана сутса услам илнĕ пулсан пĕлтĕр вара ăна хăй хаклăхĕнчен чылай йÿнĕ-рех сутнă. Пĕр пайне вырнаçтарма ĕлкĕреймесĕр сая янă. Епле-ха кулянмăн;
– Пахалăхшăн тăрăшатпăр, клейковина шайĕ самаяхчĕ, тырра вара йÿнĕпе туянчĕç, – тет В. Ефимов. Специалистсем, уйрăмах механизаторсем, çитменни шухăшлаттарать ăна. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çулленех заявка парать вăл, Пайкилт тăрăхне вара никам та килмест. Вырăнти шкулта та тăтăш тĕл пулу ирттерет, механизатора вĕренес шухăшлă çамрăк тупăнманни тĕлĕнтерет.
Канăçа йăлт çухатсах хыпăнать ертÿçĕ. Çитес çулхи тухăçшăн халех тăрăшать. Çĕр улми уйне тислĕк кăларнă ĕнтĕ.
Машина-трактор паркне çуллен çĕнетет, кредитсемпе вăхăтра татăлать, ĕне выльăх ĕрчетет. 2-3 çултан сăвакан ĕне йышне 200 пуçа çитересшĕн.
Çак кунсенче район администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Антонина Тяминăпа çыхăнтăм. Антонина Викторовна пĕлтернĕ тăрăх – иртнĕ эрне кунпа шăмат кун район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем – 87 çын – "Победит" тата "Цивиль" ОООсене, Олег Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхне çĕр улми кăларма пулăшнă.
Район администрацийĕн ĕçченĕсем "Цивиль" обществăра вăй хунă. Хире ял çыннисемпе пĕрле вырăнти шкулăн 8-мĕш класс вĕренекенĕсем те тухнă. Çумăр çумасан паян çĕр улмине кăларса пĕтереççĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ.