АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ реформа

26 сентября 2012 г.

Каллех реформа, каллех приватизаци. Çак ăнлавсем ял çыннине уйрăмах сехĕрлентереççĕ. Халь çĕр сутас пирки шавлама тытăнчĕç. Пирĕн çĕршыври çĕр лаптăкĕн 92 проценчĕ - патшалăхăн. Ытларахăш пайне сутасшăн. Мĕншĕн, кама; Мĕн чухлĕ; Ыйтăвĕ çав тери нумай.

Июль вĕçĕнче правительство çĕре приватизацилесси çинчен пĕлтерчĕ. Черетлĕ реформа мĕнлерех пулса пырассине РФ Экономика аталанăвĕн министерствин харпăрлăх департаменчĕн директорĕ Андрей Ивакин ăнлантарса пачĕ.

– Çĕр реформи пулнăччĕ-çке. Вăл ăнăçсăр вĕçленчĕ-им;

– Раççейре çĕре уйрăм çынна сутас тапхăр çирĕм çул каялла вăй илчĕ. Çĕнĕ çĕр кодексĕ ĕçлеме пуçлани - вунă çул. Чăнах та "приватизаци" сăмах халăха йăлăхтарчĕ çеç мар, унран хăраççĕ.

– Ĕç-пуç йĕркеллĕ пынă пулсан çынсем шикленмĕччĕç...

– Килĕшетĕп. Çĕрĕн 92 проценчĕ халĕ те патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнче. Çĕре массăллă приватизацилесе ун эффективлăхне ÿстересси тĕп тĕллев пулса тăрать.

Паян мĕн куратпăр-ха; Çĕр çинче ĕçлемесĕрех унран услам илекен чиновниксен йышĕ ÿсрĕ. Çак тупăшăн пысăк пайĕ бюджета пырса кĕменнипе патшалăх, общество нумай çухатать. Тĕрĕссипе, çĕр пирĕн ырлăхшăн ĕçлемелле, унпа усă курма пĕлекенсене конкурс е аукцион ирттерсе суйласа илмелле.

– Алла большевиксен "Çĕре - хресченсене" лозунгĕ патне тепĕр хут таврăнатпăр-и;

–Патшалăх аллинчи çĕрсен пысăк пайĕ Вăрман фондĕнче. Вĕсене приватизацилес пирки сăмах пымасть, хальхи законодательство акчĕсенче çакна уçăмлă çырса хунă.

Сутма палăртнă лаптăксене тăватă категорие уйăрнă:

Пĕрремĕшĕнчен, уйрăм çынсен е организацисен аллинчи лаптăксем. Вĕсене харпăрлăха сутман. Чылай çĕрте участоксене арендăна панă е нумай вăхăтлăха усă курмалли право илнĕ. Ялти пурăнмалли çуртсем айĕнчи çĕр пирки çеç сăмах пымасть, нумай хутлă çуртсем айĕнчи лаптăка та право никĕсĕ çине куçармалла. Çĕрĕ унта пурăнакансем пĕрлехи харпăрлăхĕ шутланать пулин те ăна документсемпе çирĕплетмен. Çак тытăмра приватизацие вĕçне çитермеллех тесе шутлатпăр, граждансем кирлĕ хутсене пĕр кăлтăксăр илме пултарччăр тесен тивĕçлĕ услови туса памалла.

Иккĕмĕшĕнчен, патшалăх предприятийĕсем, учрежденисемпе ведомствăсем йышăнакан лаптăксем. Оборона министерстви е Россельхозакадеми миçе мĕльюн гектар çĕрпе усă курнине кам та пулин шутланă-ши, çав лаптăксем пушă выртмаççĕ-и;

Виççĕмĕшĕнчен, хуçасăр çĕр мĕн чухлĕ пирĕн; Асăннă участоксене малтан тĕплĕ шута илмелле. Çĕр йĕркелÿ процесне тивĕçлĕ шайра туса ирттерсен çеç вĕсен шăпине кама шанса парассипе уçăмлăх пулĕ. Юхăннă лаптăксем валли ăслă-тăнлă, пуçаруллă хуçа тупас ыйту питĕ çивĕч.

Тăваттăмĕшĕнчен, муниципалитет е вырăнти администраци çинче шутланса тăракан, вĕлтрен е хыт хура пусса илнĕ лаптăксем. Ĕçлеме ÿркенменнисем çав çĕр çинче ял хуçалăх культурисем акса тума хирĕç мар. Анчах влаçрисене укçа тĕкмесĕр вырăнта лару-тăру улшăнмасть. Сухаламан пай çĕрĕсемпе, сад юлташлăхĕнчи юхăннă участоксемпе мĕн пулса тухрĕ;

– Хальхи саккунсене улăштарма вăхăт теççĕ. Ку енĕпе мĕнле çĕ-нĕлĕхсем кĕтеççĕ пире;

– Пирĕн министерство чи пирвай тăваттăмĕш категорири çĕрсем пирки сĕнÿсем хатĕрлерĕ, вĕсене Патшалăх Думинче пăхса тухĕç. Вырăнта çавăн йышши лаптăксене уçă аукциона кăлармалли методика кĕтеççĕ. Процедура хатĕрлемесĕр, урăхла каласан, сутас-туянас ĕç мелĕсене уçăмлă палăртмасăр, администрацисем вырăнтан та хускалмĕç.

Паян çак ĕç хăй еккипе пулса пырать. Калăпăр, хула варринче темиçе хутлă супермаркет лартма аукцион та ирттермеççĕ, упа шăтăкĕнче вырнаçнă, газпа çутăсăр тертленекен ялсенче çурт тума çĕр те илеймĕр. Акă ăçта тĕрĕсмарлăх.

Çынсене вырăнта çи-реплетсе хăварас, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе малашне яллă вырăнсенче çурт-йĕр тума çĕре тÿлевсĕр уйăрма палăртаççĕ. Халь административлă чăрмавсене сиресси мала тухса тăчĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шутлакансемшĕн нумай ыйту татăлĕччĕ. Çĕр реформин тĕп пĕлтерĕшне çакăнта куратпăр эпир.

В.ГРИГОРЬЕВ

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика