26 сентября 2012 г.
Иртнĕ эрнере кĕнеке вулама юратакансем валли чăн-чăн уяв кунĕсем пулчĕç тесен те йăнăш мар-тăр. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен республикăра "Тĕнчене лайăхрах тăвас тесен – вуламалла" ятпа ачасемпе çамрăксен регионсем хушшинчи вулав фестивалĕ иртрĕ. Ăна Раççей культура министерстви пулăшнипе республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркелесе ирттерчĕ. Фестивале вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ирттернин пĕлтерĕшĕ курăмлă пулмаллах. Мĕншĕн тесен кĕнекепе туслисем хăйсен юратнă писателĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса вĕсемпе калаçма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илме пултарчĕç. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ вара шăпах ачасене кĕнекене юратма, библиотекăсене çÿреме хăнăхтарасси.