21 сентября 2012 г.
Районта ачасем автоинкеке лексе сусăрланни çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Кăçал сакăр уйăхра вĕсем çул-йĕр çинче шар курнă ултă тĕслĕхе шута илнĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхи ку тапхăртипе илсен 50 процент чухлĕ пысăкрах.
Практика çакна çирĕплетет, ачасем кустăрма айне ытларах чухне кану тапхăрĕ хыççăн лекеççĕ. Каникулта шăпăрлансем лагерьсенче канаççĕ, автотранспорт çывăхран пит часах иртсе çÿременрен вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисем пирки манаççĕ тейĕн.
Ачасене автоинкекрен сыхласа хăварас, çулсем çинче хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентес тĕллевпе республикăра "Ачасен çул-йĕр хăрушсăрлăх декади" Пĕтĕм Раççейри профилактика мероприятине ирттерме палăртнă. Вăл авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен пырĕ.
Профилактика мероприятийĕ иртнĕ вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем шкулсенче пулса çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă калаçусем тата викторина-конкурс ирттерĕç.
Кĕркунне хăвăрт тĕттĕмленет. Çул хĕррипе пыракан çынна водитель тÿрех асăрхаса ĕлкĕреймесен те пултарать, çавăнпа та çутта каялла хирĕç тавăракан хатĕрсем çакса çÿреме манмалла мар.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД начальникĕ.