21 сентября 2012 г.
"Мĕншĕн эсир ферма ĕçне суйласа илнĕ;" – тесе ыйтрăм та, çакă В.Димитриевăна шухăша ячĕ курăнать. Урăхла мĕнле пултăр-ха; Ашшĕпе амăшĕ колхозра куллен ырми-канми вăй хурса ĕçленине курса ÿснĕ Валентина. Пĕве кĕрсен нумай шутласа тăман – фермăна çул тытнă.
– Мĕн ачаран лашасене питĕ юратнă эпĕ. Пирĕн килте те лаша усранă. Çавăнпах-и, тен, шкул пĕтерсен ниçта та мар, хамăр ялти "Мотор" колхозăн фермине лаша пăхма кĕтĕм. Вунă çул вăй хутăм çак ăслă та вăйлă, ачашланма, çав вăхăтрах шăмарма пултаракан ĕç выльăхĕсем патĕнче. Унтан пăру пăхма илсе кайрĕç. Кайран вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 32 çул хушши, дояркăра ĕçле-рĕм, – лăпкăн калаçать Валентина Димитриевна иртнине аса илнĕ майăн.
В.Димитриева йышлă çемьере çитĕннĕ, анчах унпа пĕртăвансем çамрăклах вилнĕ. Халĕ йăмăкĕ пур, вăл Чулхула облаçĕнче пурăнать. Валентина Димитриевна хĕр тусĕсемпе ăмăртса ĕне сунă вăхăта ăшă кулăпа аса илнĕ чухне чунĕ пысăк хавхаланупа тулнăн туйăнчĕ. "Телейлĕччĕ эпир ун чухне, – терĕ вăл. – Ĕçшĕн çунса тăраттăмăр. Ывăннине те пĕлмен çав. Кашниех сăвăма ÿстерессишĕн тăрăшнă. Пĕрмай çĕнĕ чикĕсем палăртаттăмăр.
Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленисĕр пуçне Украинăри Херсон облаçĕнчи "Перемога" хуçалăхпа та тупăшнă. Вĕсем пирĕн колхозра, эпир вĕсем патĕнче пулса курнă. Питĕ лайăх пурăнатчĕç унта. Ĕçлеме те, канма та савăнăçлăччĕ çамрăкрах чухне. Тĕр-лĕрен уяв ирттереттĕмĕр...
1972 çул эпир нумаях пулмасть тÿссе ирттернĕ 2010 çул евĕрлĕрех килнĕ. Йывăр çул. Выльăх апачĕ сахал. Колхозра çите-лĕксĕр пулнăран ăна таçтан аякран турттарса килнĕ. Валентина Димитриевна ĕнесене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассишĕн чунне панă тесен те тĕрĕсех. Выльăхсене хĕл каçармалли тапхăра тĕрĕс-тĕкел йĕркеленĕшĕн тата сĕт суса илмелли производствăна чакарманшăн хастар хĕрарăм Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пирĕн ентеше Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă.
Малтанхи вăхăтра куллен 13-15 ĕнене алă вĕççĕн сунă. Çуллахи тапхăрта сăвăма 6 сехет çурăччен вĕçлемелле пулнă, унсăрăн кĕтÿçсем ĕнесене хăваласа тухса кайнă. Кунсăр пуçне тата фермăна кайиччен килти выльăхсене те пăхса хăвармалла пулнă.
Сентябрĕн 21-мĕ-шĕнче Валентина Димитриевна 75 çул тултарать. (Çак ятпа чун-чĕререн саламлатпăр ăна!) Çулĕсене кура мар паян та канăçа пĕлмест ĕç ветеранĕ. Килти хушма хуçалăхра тăрмашать. Паян, ав, хĕле хирĕç çимĕçсене пуçтарса илнĕ пахчасене тирпей кĕртмелле. Качака, сысна, чăхсем те вăхăта самаях илеççĕ. Çапла кил-тĕ-рĕшре кăштăртатсах кун иртет.
Çумра – ывăлăрпа ки-нĕр, юратнă мăнукăр. Сывлăхăр кăна ан хавшатăр сирĕн, Валентина Димитриевна.
И.ВЛАДИМИРОВА.