21 сентября 2012 г.
Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕсем район ертÿçисемпе пĕрле ял тăрăхĕсене тухса халăхпа тĕл пулусем йĕркелерĕç, Чăваш Енĕн финанспа бюджет политикине эффективлă ĕçлеттересси, хăй тытăмлăх пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе тухăçлă усă курасси, уй-хир ĕçĕсем тата пасарсенче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелесси çинчен калаçрĕç.
Шупашкартан ку хутĕнче пирĕн тăрăха республикăн Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн начальникĕн çумĕ Павел Чесанов, культура ĕçченĕсен республикăри профкомĕн председателĕ Светлана Демидова, ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Эдуард Кошкин, сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ирина Ефимова пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа министр çумĕ Ирина Ефимова районти тĕп больницăн коллективĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ирина Петровна республикăн бюджет политики ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă. Чăваш Ен малта пыракан тăватă регион шутĕнче пулни çакна лайăх çирĕплетет. Райбольницăн хирурги уйрăмне юсама 4 млн тенкĕ килмелле. Владислав Васильевич район ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вырма паян-ыран вĕçленмелле. "Иккĕмĕш çăкăра" ку вăхăт тĕлне мĕнпур лаптăкăн 52 проценчĕ çинче пуçтарса кĕртнĕ.
Республика хушма пулăшу кÿнипе çывăх вăхăтра Шуркасси вăтам шкулĕнче тума пуçланă спорт залĕнчи строительство ĕçĕсем çĕ-нĕрен вăй илмелле. Ку тĕллевпе 8 млн тенкĕ палăртнă. Çак кунсенче "Чăвашавтодор" предприяти Шаккăла каякан çула юсама пуçăнать. Ăна валли 85 млн тенкĕ уйăрнă.
Шăхасанти тĕл пулу хыççăн информушкăн Киров ячĕллĕ хуçалăхăн уй-хирĕсене çитсе курнă. Николай Андреев председатель куккурус тата çĕр улми тухăçĕпе паллаштарнă.
А.ТЯМИНА.