АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ĕçченсем слетра канашларĕç

19 сентября 2012 г.

Эрне кун вунă сехет тĕлне Катекри вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕ умне шкул автобусĕсем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнчĕç. Хаваслă сăн-питлĕ, капăр тумлă шкул ачисем шăкăл-шăкăл калаçса фойене кĕчĕç. Пурте вĕсем районти шкул ачисен ĕç бригадисен уявне пуçтарăннă. Мероприятие Катекри вăтам шкул директорĕ Валерий Германов уçрĕ:

– Пурне те ăшă салам, – сывлăх сунчĕ Валерий Кириллович. – Катек шку-лĕн вĕренекенĕсем, вĕ-рентекенĕсем сире хапăл туса кĕтеççĕ. Пирĕн "Ĕçчен пыл хурчĕсем" ("Неугомонные пчелки") ĕç бригади районпа хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ĕçлеме пуçлани вунă çула яхăн. Ачасем çулсеренех шкулти хушма хуçалăхра вăй хураççĕ: пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ. Çак ушкăн икĕ хутчен республикăри ĕç бригадисен слетне хутшăнчĕ, унтан наградăсемпе таврăнчĕ. Эсир те пултаруллă, ĕçчен, маттур. Паян эпир сирĕн пултарулăхпа паллашăпăр. Пирĕн хăнасем, хаклă жюри членĕсем, ăна тивĕçлипе хаклĕç.

Ун хыççăн районти вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Алина Павлова сăмах илчĕ. Вăл Чăваш Республикинче 300 яхăн ĕç бригади, çак бригадăсенче 6000 яхăн шкул ачи вăй хунине палăртрĕ. 2012 çулта пирĕн районта 6 ĕç бригади йĕркеленнĕ: Шуркасси, Шăхасан, Уçырма, Çеçпĕл, Энтрияль, Катек шкулĕсенче. Çак ачасем хăйсем тăрăшуллă пулнипе вĕренÿре те, ĕçре те малта, укçа ĕçлесе илме май та, вăхăт та тупаççĕ.

Малалла районти ĕç бригадисем сăмах илчĕç. "Визитка", "Игра по станциям" конкурссенче хăйсемпе юрласа, ташласа паллаштарчĕç. Килти ăпăр-тапăртан хитре япаласем ăсталаса выставка та йĕркеленĕ ачасем.

Мĕнпур конкурса пĕтĕм-летнĕ хыççăн жюри – çамрăксемпе ĕçлекен специалист Алина Павлова, вĕренÿ управленийĕн психолог педагогĕ Вера Кузьмина, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инспекторĕ Р.Фасхутдинов – Шуркасси вăтам шкулĕн "Бьем в десятку" ĕç бригади пĕр-ремĕш вырăна тухнине палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Энтриялĕнчи "Островок", виççĕмĕшĕнче Çеçпĕл шкулĕнчи "Бумеранг", тăваттăмĕш вырăнта Шăхасанти "Спутник" ĕç бригадисем. Шуркасси шкулĕн вĕренекенĕсен район чысне республикăра хÿтĕлеме тивет. Ачасене вĕренÿре те, ĕçре те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

З.ПЕТРОВАĔ

Катек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика