19 сентября 2012 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси тĕп вырăнта. Полици сотрудникĕсем районта тата йĕрке хуралçисем хушшинче ирттерекен спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Кăçал çулла, сăмахран, республикăн Шалти ĕçсен министерстви çуллахи биатлон енĕпе ирттернĕ ăмăртура пирĕн район команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Личнăй составпа ĕçлекен начальникăн пулăшуçи А.Малов, Е.Егоров аслă следователь, ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем С.Шамбулинпа Л.Васильева, полицин участокри уполномоченнăйĕ В.Васильев çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç.
А.МАЛОВ,
шалти служба подполковникĕ.