19 сентября 2012 г.
Сухайкасси ялĕнче пурăнакан Перасковья Никитична Кузнецова сентябрĕн 15-мĕшĕнче 90 çул тултарнине паллă тунă. Мăшăрĕпе Иван Васильевичпа ултă ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра пĕр ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ амăшне куллен пулăшса тăраççĕ. Шел те, Иван Васильевич 1993 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăхăр теçеткене çитнĕ кинемейĕн 9 мăнук, кĕçĕн мăнуксем те çавăн чухлех.
Перасковья Никитичнăна пурнăçри паллă кунпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов килнĕ. Владислав Васильевич Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвне, асăнмалăх парне панă. Ентешне çавăн пекех Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Зоя Иванова, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен пай пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Яковлева, ялти ветерансен Канашĕн председателĕ Галина Николаева, тăванĕсем, кÿршисем ăш пиллĕ сăмахсем каласа хавхалантарнă, сывлăх, канлĕ ватлăх суннă.
Перасковья Никитична пурнăçне ĕçре ирттернĕ, вăл мĕн ватăличчен тăван колхозра, фермăра вăй хунă. Çав вăхăтрах килти хуçалăха тĕрĕс-тĕкел тытса пыма та, ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерме те вăхăт та, май та тупнă. Паян вара вăл ачисенчен пархатар курма чăннипех те тивĕç.
А.ТЯМИНА.