АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

19 сентября 2012 г.

Эрне кун районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ – Пуху председателĕ Иван Иванов йĕркелесе пынă. Ларăва депутатсем, ял тăрăхĕсен, федераллă органсен подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Депутатсем сакăр ыйту пăхса тухнă. "Район территорийĕнче 2012 çул валли çĕр налукĕн ставкине палăртасси, çĕр налукне тÿлемелли йĕркепе сроксем, çĕр налукĕпе çыхăннă хăш-пĕр çăмăллăхсем" çинчен финанс пайĕн начальникĕ Андрей Поляков доклад тунă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ Валерий Чернов 2012 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планĕпе паллаштарнă. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ участокри суйлав комиссине тăратнă кандидатсем çинчен пĕлтернĕ. Депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе çак списока çирĕплетнĕ.

Киров ячĕллĕ ЯХПК председателĕ Николай Андреев çак хуçалăхра нумайранпа тракторист-машинист пулса ĕçлекен Олег Артизанов механизатора "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ятпа чыслама сĕнÿ тăратнă. Олег Валентинович хуçалăхра 28 çул вăй хурать, районти тата республикăри сухаçăсем хушшинче виççĕмĕш çул малти вырăна тытса пырать. Районăн тĕп больницин тĕп врачĕ Рената Федорова Сиккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачне Маргарита Горшковăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ", тĕп библиотека директорĕ Лилия Андреева Любовь Егорова методиста "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсемпе чыслама кирлине каланă. Депутатсем çак кандидатсем тĕлĕшпе панă сĕнÿсене ырласа йышăннă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика