АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçăсен яваплăхĕ пысăк

19 сентября 2012 г.

Шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тунă.

Уява хутшăннисем театр умĕнчи Хĕрлĕ лапамра вут-кăварпа кĕрешмелли техника хатĕрĕсемпе паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вăрман касакансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

"Вăрман – пирĕн пуянлăх, – тенĕ Михаил Васильевич. – Кашни сехетре, кашни кунах эпир таса сывлăшпа сывласшăн. Çак шухăшпа пурте килĕшеççĕ пулĕ. Сирĕнте – пысăк яваплăх". Вăл 2010 çулхи пушарта çуннă вăрман лаптăкĕсенче хунав лартасса çирĕп шаннине палăртнă.

Кăçал Чăваш Енĕн вăрман хуçалăхне çирĕплетме 430 млн тенкĕ – 2009-2010 çулсемпе танлаштарсан 1,8 хут нумайрах – хывнă. "Пĕр тĕллеве пурнăçлассишĕн – халăх пуянлăхне упрассишĕн тата республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн – вăрман службине çĕнĕ техникăпа, çĕнĕ оборудованипе пуянлататпăр! Сире професси кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿ тума ырă сунатăп", – тенĕ Михаил Игнатьев. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă ĕç-ченсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем панă. Вăрман ĕçне пуринчен лайăхрах йĕркеленĕшĕн тата 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн "Вăрнар лесничестви" хысна учрежденийĕ УАЗ автомобиле тивĕçнĕ.

Çак уява пирĕн район вăрманçисем те хутшăннă. Канашри лесничество директорĕ Д.Юнусов (ÿкерчĕкре) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, О.Михайлова инженер Федераци агентствин, вăрман мастерĕсем И.Алексеевпа А.Фомин Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Хисеп грамотисене тухса илнĕ. Саламлатпăр вĕсене, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

Хамăр. инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика