19 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта "Олимпийский" стадионта Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕ – "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе эстафета ăмăртăвĕсем иртрĕç. Кăçалхи ăмăртусем шучĕпе 74-мĕш пулчĕç. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ эстафетăна СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса йĕркелеççĕ.
Спорт уявне пуçтарăннă халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл массăллă информации хатĕрĕсенче, влаç органĕсенче ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарма тăрăшнăшăн, ку енĕпе воспитани, идеологи, пропаганда ĕçĕсем ирттернĕшĕн тав турĕ. Михаил Васильевич шăпах çак кун Шупашкарта спортсменсен аллейинче Лондонри Паралимп вăййисенче виçĕ хутчен "ылтăн" медаль çĕнсе илнĕ Елена Иванован "çăлтăрне" уçнине пĕлтерчĕ. Спортсменкăна тата унăн тренерне Валерий Васильева "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăларĕ. Елена Иванова республика Пуçлăхĕн аллинчен преми тата хваттер панине çирĕплетекен сертификатсем илчĕ. Хăйне пулăшакансене тав турĕ.
Ăмăртусем яланхиллех VIP-чупупа уçăлчĕç. Ăна кăçал 2014 çулта Чăваш Енре çăмăл атлетика енĕпе командăсем хушшинче Европа чемпионатне ирттерессине халалланă. Чупура республика ертÿçисемпе пĕрле Паралимп чемпионки Елена Иванова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем чупрĕç.
Вĕсем хыççăн старта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Кăçал "Канаш ен" хаçат редакцийĕн чысне Артемий Мясников пай редакторĕпе Ксения Емельянова корректор хÿтĕлерĕç. Хăйсен ушкăнĕнче пирĕн сотрудниксем финишра виççĕмĕш пулчĕç, пĕтĕмĕшле вара кăтартусем япăхах мар – варринчисем. Малти вырăнсене Шупашкарти аслă шкулсен хаçачĕсен командисем йышăнчĕç.
И.ИЛЬИНА.