АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санитарипе эпидемиологи служби 90 çулта

14 сентября 2012 г.

Авăнăн 15-мĕшĕнче Раççейре санитарипе эпидемиологи служби йĕркеленнĕренпе 90 çул çитет. Çакăн пек вăрăм кун-çулта санэпидслужба темле улшăну витĕр те тухнă. Пирĕн республикăра санитарипе медицина службисем 1918 çулта уессенчи рабочисемпе хресченсен Совечĕсем çумĕнче йĕркеленнĕ. 1920 çулта рабочисемпе хресченсен Совечĕн облаçри ĕç тăвакан комитечĕ çумĕнче облаçри сывлăх сыхлав пайĕ уçăлнă, унта санитари пайĕ те ĕçлеме пуçланă. 1921 çулта облаçри сывлăх пайĕ çумĕнче чрезвычайлă санитари комиссине туса хунă.

1925 çулта облаçри сывлăх пайне Чăваш АССРĕн Наркомздравĕ туса хунă, кунта санитарипе профилактика пайĕ ĕçленĕ. Çак çултан пуçласа республикăн санитари организацийĕ палăрмаллах вăй илнĕ. 1939 çулта Шупашкар хулинче республикăн санитарипе эпидемиологи станцийĕ хута кайнă. 1940 çултасанэпидстанцисем 18 районтан 10-шĕнче ĕçе пикеннĕ.

1963 çултан пуçласа 1989 çулччен Петр Наумович Фадеев, Виталий Ва-росонофьевич Варсонофьев, Владимир Павлович Александров, 1989 çултан пуçласа 2005 çулччен Валерий Николаевич Немцев тĕп врач пулса тăрăшнă. М.Никитина, Р.Чикмякова, Е.Яковлева, Н.Иванов, В. Александрова, Л.Васильева, Р.Иванова тата ыттисем те хăйсен пурнăçне санитарипе эпидемиологи службине халалланă.

1991 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн службăн историйĕнче çĕнĕ страница уçăлчĕ, вăл республикăри федераци пĕлтерĕшлĕ учреждени пулса тăчĕ.

Хыçа юлнă 90 çулхи тапхăр çăмăлах пулман. Санэпидслужба умĕнче йывăр та яваплă задача тăрать: халăхăн сывлăхне сыхласа хăварасси.

С.ДУБАНОВА,

"Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ"

ФБУЗ филиалĕн тĕп врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика