АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман – пирĕн пуянлăх

14 сентября 2012 г.

Çулсерен авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Вăрман – халăх пуянлăхĕ, çавăнпа та пирĕн ăна упрама пĕлмелле. Ларакан йывăçа пĕр самантра касса тÿнтерме пулать, вăрман чĕртсе тăратма вара вуншар çул кирлĕ. Юмана, сăмахран, çитĕнсе çитме çĕр çул та çителĕксĕр. "Симĕс пуянлăх" çăрапа питĕрсе илмен пурлăх тĕнчи, унта кĕрсе кирек кам та пĕр чăрмавсăрах кăмпа-çырла, мăйăр-йĕкел пуçтарса тухма пултарать.

Пирĕн вăрман хуçалăхĕн вырăнти вăрмана çĕнетсе тăма икĕ питомник пур. Питомниксенче çитĕнтернĕ йывăç-хунав ума лартнă плана пурнăçласа пыма çитсе пырать. Вăрлăх саппасне çулсеренех пуянлатса пыратпăр.

Юлашки вăхăтра вăрмансене лапкăшĕпех касса уçмастпăр, çавăнпа та хунавсем темиçе çул лартмаллăх та пур. Анчах та çут çанталăкри "вăйсем" вăрман лаптăкĕсене чакараççĕ. Ытларах хыр вăрманĕсем çунаççĕ. Юлашки çулсенче çак инкек пирĕнтен пăрăнса иртрĕ.

Çамрăк вăрмана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси çивĕч ыйту кăларса тăратать. Темиçе çул каялла "посадкăна" кĕтÿ кĕрсе шар кăтартатчĕ пулсан, хальхи вăхăтра çынсем милĕк хатĕрлесе тертлентереççĕ. Хуçса амантса пĕтернĕ туйрасенчен çирĕп юман епле çитĕнтĕр-ха;

Канаш вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем çулсерен кану вырăнĕсене йĕркене кĕртеççĕ, илемлĕ аншлагсем вырнаçтараççĕ. Шел, канакансем çакна шута илмеççĕ, хăйсем хыççăн "беседкăсене" ватса çĕмĕрсе, тавралăха çÿп-çаппа варласа хăвараççĕ. Хамăр хыççăн пуçтарса хăварсан тирпейлĕ вырăна тепре килсе канма та кăмăллă-çке.

Вăрмана çÿреме пурте кăмăллатпăр эпир. Пĕрисем çут çанталăка ятарласа канма тухаççĕ, теприсем кăмпа-çырлана кая-ççĕ. Анчах та çав вăхăтрах "симĕс пуянлăха" тата унти кайăк-кĕшĕкпе чĕр чунсене упрамалли çинчен те манар мар.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен професси уявĕ умĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр, пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыракансене чысласа хисеп тăватпăр. Уяв кунне лесничество директорĕ Д.Юнусов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, О.Михайлова инженер Федераци агентствин, Шăхранти участокри лесничествăн мастерĕ И.Алексеев Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин, вăрман мастерĕсем В.Васильев тата Д.Рипанов район администрацийĕн Хисеп грамотисене илĕç. Саламлатпăр вĕсене, малашне те хастар ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

И.ФЕДОРОВ,

вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика