АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бородино çапăçу хирĕнче пултăмăр

14 сентября 2012 г.

1812 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Бородино сали патĕнче пысăк çапăçу пулса иртнĕренпе 200 çул çитрĕ. Вăл çапăçу çинчен эпир истори урокĕсенчен тата вулавăшри кĕнекесенчен пĕлетпĕр.

Вырăс çарĕн чаплă полководецĕ Михаил Илларионович Кутузов генерал (Бородино хыççăн генерал-фельдмаршал) çавăнта Франци императорĕ Напалеон Раççей çĕрĕсене туртса илсе унта пурăнакан халăха пăхăнтарас тĕллевпе илсе килнĕ тăшман эшкерĕсене пÿлсе лартнă.

Бородино патĕнчи çапăçăва Кутузов вырăс çарĕн чаплă çитĕнĕвĕ тесе хакланă. Французсем кунта 58 пин салтак, 1600 офицер тата 47 генерал çухатнă. Вырăссем енчен 38 пин салтак, 1500 офицер тата 29 генерал вилнĕ.

Кăçал Тăван çĕршывăн 1812 çулхи паллă тапхăрне авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче анлăн уявланă.

Уява Чăваш наци музейĕ çумĕнчи çарпа истори клубне çÿрекенсем те хастар хутшăннă. Пирĕн тăрăхран çак уява Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ачасене географи урокне юратма вĕрентекен Елена Сергеевна Соловьева завуч хутшăннă.

– Мускав облаçĕнчи Можайск районĕнчи культура пайĕнче ĕçлекен Г.Т.Кузьмина чĕнсе янипе эпир виççĕн (институтра пĕрле вĕреннĕ, халĕ пĕри – Çĕрпÿ, тепри - Йĕпреç тăрăхĕсенчи шкулсенче вĕрентекенсемпе) авăн уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Бородино хирне çитрĕмĕр, – каласа парать Елена Сергеевна. – Çулпа пынă май французсемпе вырăссен лагерĕсенчен тухакан утлă çар çыннисене курса килентĕмĕр. Çумăра пăхмасăр драгунсем, егерьсем, гусарсем тумне тăхăннă çынсем пурте Бородино енне çул тытрĕç. Сценарие 1812 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчи ĕç-пуçа тĕпе хурса хатĕрленĕ "çапăçăва" виçĕ пине яхăн çын хутшăннă.

– Кураканĕсем те нумай пулĕ;

– 300 пине яхăн куракан çын пухăннă кунта. Ватă çынсем те, çамрăк ачаллă мăшăрсем те нумай. Мускаври тĕрлĕрен телевидени программисенче ĕçлекенсем, Франци, Испани, Поль-ша тата ытти çĕршывсенчен килнĕ делегатцисем. Кĕçех тупăсенчен йăсăрланса тухакан çăра сĕрĕм пĕтĕм тавралăха хупăрласа илчĕ. "Çапăçура" французсемпе вырăссем темиçе хутчен те атакăна çĕкленчĕç. Чăнах та чăн-чăн хăрушă çапăçу тейĕн: хĕçсемпе хастар çапăçнине те, пăшалсенчен пенине, тупăсенчен персе тавралăх кĕмсĕртетнине те куртăмăр. Лашасем çинчен гусарсем ÿкеççĕ, аманнă салтаксем тÿнсе çĕр çине йăваланса каяççĕ...

Тытăçу икĕ çар чакнипе вĕçленнĕ. Реконструкци вăхăтĕнче çапăçăвăн чи пĕл-терĕшлĕ саманчĕсене кăтартнă. Кĕрешÿре халăх паттăрлăхĕ туллин сăнланнă.

– Юлашкинчен пурте: вырăссем те, французсем те пĕрле тăрса Бородино уйĕпе иртрĕç. Кунта вара Кутузовпа Наполеон та лашасем çинче мăнаçлăн ларса пычĕç.

Эпир, çумăра пăхмасăр, асăнмалăх, пĕр вĕçĕм вĕсене фотоаппаратпа ÿкертĕмĕр.

Эпир те çак уява сăнланă ÿкерчĕксемпе, ялти вулавăшран кĕнекесемпе хаçат-журнал илсе вулакан хастар çынсемпе, пĕрре кăна мар вулав сехечĕсем йĕркелеме тăрăшрăмăр.

– Хăв куçупа курнă манăçми самантсем, паллах, ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ,– калаçăва вĕçлет Елена Сергеевна. – Çак самантсемшĕн эпир Канашри педагогика училищинче пĕрле вĕреннĕ Галина Титовнăна чун-чĕререн тав тăватпăр.

Ю.НИКИТИН,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика