14 сентября 2012 г.
Иртнĕ эрнере Çеçпĕлти ача садĕнче шкула кайма хатĕрленекенсен çĕнĕ ушкăнĕ ĕçлеме пуçларĕ, унта 20 ача çÿреме пултарать. Çак савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, районти вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексев, Çеç-пĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, Çеçпĕл шку-лĕн директорĕ А.Петров, вĕренÿ управленийĕн методисчĕ С.Николаева тата ашшĕ-амăшĕпе ял-йыш хутшăнчĕç. Пуçтарăннисем ача садĕнче ĕçлекенсен ячĕпе ăшă сăмах нумай каларĕç, савăнăçлă мероприятире парнесемпе наградăсене тивĕçнисем те чы лай пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов "Çеçпĕл" ача сачĕн заведующине В.Захаровăна Хисеп грамоти парса чысларĕ. "Хисеплĕ воспитательсем, ашшĕ-амăшĕ тата ачасем! Эсир пирĕн паллă ентеш, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ çĕр çинче пурăнатăр. Вăл пирĕн района кăна мар, Чăваш Ене те тĕнче шайĕнче чапа кăларчĕ. Сире те çавăн пек таланта тата чăн-чăн патриота çитĕнтерме ăнăçу сунатăп! – палăртрĕ Владислав Васильевич.
Уява Çеçпĕл ял тă-рăхĕнчи "Шĕкĕр" ансамбль, шкулта вĕренекенсем тата ача садне çÿрекенсем юрă-ташăпа тата сăвăсемпе илемлетрĕç.
Çеçпĕлти ушкăн кăçал районта шкула кайма хатĕрленкенсем валли уçăлнă тăваттăмĕш ушкăн пулчĕ. Унта çÿрекен ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, пуçламăш пĕлĕвĕн никĕсне илеççĕ.
Шкула кайма хатĕрленекен ачасен ушкăнĕсем кăçал пуш уйăхĕнче Пайкилтри "Хĕвел" тата Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕсенче ĕçлеме пуçларĕç. Авăн уйăхĕнче çакăн пек тепĕр ушкăна Вăтакас Кипечри ача садĕнче уçма палăртаççĕ.
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче Шăхасанти кивĕ шкул çуртне ача сачĕ тума палăртаççĕ, унта 80 ача валли вырăн пулĕ. 2013-2014 çулсенче Катекри шкул çумне ача сачĕ валли хушма çурт хăпартĕç (40 ача валли), 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче Сухайкасси шкулĕ çумне хушма çурт хăпартма тытăнĕç, унта 20 ача валли вырăн пулĕ. 2016 çулта Вăрăмпуçĕнчи шкул çумĕнче те 20 ача валли хушма çурт çĕкленме пуçламалла.
М.АРТЕМЬЕВ.