12 сентября 2012 г.
Ăшă çу кунĕсенче никамăн та килте ларас килмест. Уйрăмах ача-пăчан. Вĕсем çырлана, пулла, шыва кĕме çÿреççĕ, ашшĕ-амăшне килти ĕçсене пуçтарма пулăшаççĕ. Ара, каникул вĕт-ха. Çак виçĕ уйăха тем тесен те усăсăр сая ярас килмест. Урамра янкăр хĕвел хĕртсе пăхнă чухне мĕнле пăчăхса ларас килтĕр-ха пÿртре.
Кану кунĕсенче ача-пăча вулавăш çулне те манса каймарĕ. Çуллахи вăхăтра Кайри Ăнтавăш библиотекинче ачасем валли "Çу, кĕнеке тата эпĕ – туссем" ятпа акци ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма тата çут çанталăк çинчен çырнă сăвăсем вулама май пулчĕ унта.
Кăçал Раççейре истори çулĕ пынине шута илсе ачасемпе тест ирттертĕмĕр. Ыйтăвĕсем вара çăмăлах пулмарĕç. Кĕнекепе туслă ачасемшĕн çакă питех чăрмавлă пулмарĕ. Костя Игнатьев, Вика Николаева, Дима Паисьев, Вика Петрова ыйтусене ним вырăнне те хумарĕç, тĕрĕс хуравсемпе савăнтарчĕç.
Акцие хутшăнса вулакансем нумай çĕннине пĕлчĕç, пĕр-пĕрне хăйсем вуланă кĕнекесем çинчен, каникул вăхăтĕнче хăйсем ăçта кайса курнине каласа пачĕç. Вика Николаева аппăшĕпе пĕрле аслисене утă пуçтарма пулăшни, Костя Николаев вăрманта кашкăр çури курни, Вика Петрова Шупашкар хулипе анлăн паллашни, Дима Паисьев "Космонавт" лагерьте сĕтел çи тенис тата бильярд вăййисене хутшăнса 3-мĕш вырăн çĕнсе илни çинчен пĕлтерчĕç. Мĕн тери савăнăç ача чун-чĕрисенче!
Акцие хутшăннисен хушшинче çак ачасемех чи маттуррисем пулчĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн палăрнă вулавçăсем библиотека ĕçченĕсенчен хисеп хучĕсене тата пĕчĕк парнесене тивĕçрĕç. Маттур, ачасем! Хамăрăн çамрăк вулавçăсене пурне те вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа çирĕп сывлăх, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр.
С.ДИМИТИРЕВА,
Кайри Ăнтавăш ял библиотекарĕ.