12 сентября 2012 г.
Тăван тавралăхри çырма-çатра, юратнă атте-анне, çамрăк чух пĕрле выляса ÿснĕ тус-тантăш, юлташсем - кам манĕ-ха яланлăхах чун варрине вырнаçнă çут кĕтесри ырă та кăмăллă юмахри пек асран тухми вăхăтсене.
Çак туйăмсем чун-чĕрене хускатнипех пулĕ, юлашки çулсенче, ялсенче çуралса ÿссе, аслă, вăтам вĕренÿ заведенийĕсенчен ăнăçлă вĕренсе тухса, хулари пысăк ĕçсенче ĕçлесе пурăнса тивĕçлĕ канăва тухнă пултаруллă ентешсем хăйсем çуралса ÿснĕ ялĕсем çинчен кĕнекесем çырса кăларма вăй-хăват, укçа-тенкĕ çитереççĕ.
Вăтапуç тăрăхĕнчи Çатăркаçырми ялĕнче çуралса ÿссе нумай çул хушши Шупашкарта йĕрке хуралăнче вăй хунă Алексей Игнатьевич Гаврилов 2009 çултанпа "Ступени Гавроша" (2009), "Наши предки и друзья" (2010), "На память односельчанам" (2012) ятлă илемлĕ кĕнекесем кăларчĕ.
"Ступени Гавроша" кĕнекере пирĕн ентеш хăйĕн пурнăçне çутатса парать. Кĕнекен 45-мĕш страницинче "12.1969 по 05.1974 г. – милиционер ОВО при ОВД Чебоксарского горисполкома, 05. 1974 по 02.1976 г. - старший инспектор ОВО при Калининском РОВД, 02.1976 по 10.1976 г. - зам. начальника ОУР Калининского РОВД, 10.1976 по 06.1979 г. - ст. инспектор УР Калининского РОВД, 06.1979 по 08.1983 г. - начальник отделения милиции ОВД Калининского райисполкома, 08.1983 по 01.1985 г.- начальник ОУР Ленинского РОВД, 01.1985 по 09.1989 г. - зам. начальника Ленинского РОВД, 09.1989 по 1994 г. - начальник Ленинского РОВД г. Чебоксары, 08. 1994 по 12.1997 г. - зам. начальника службы по работе с кадрами, зам. начальника управления кадров, начальник отдела воспитательной работы МВД Чувашской АССР", – тесе çырнине вуласа пĕлме пулать.
Кĕнекере эпир Алексей Игнатьевич тивĕçлĕ канăва кайнă чухне унăн ĕç кĕнеки çинче ăна ĕçре палăрнăшăн тивнĕ тĕрлĕ тав сăмахĕсемпе награда 110 яхăна пулни çинчен те вуласа пĕлтĕмĕр. 1985 çулта пирĕн ентеше "Чăваш Республикин йĕрке хуралĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
"Наши предки и друзья" аса илÿ кĕнекинче вăл хăйне çывăх çынсен шăписене кĕскен çутатса парать.
"На память односельчанам" кĕнекене çырса хатĕрленĕ хушăра вăл тăван тăрăхра та, архив ĕçченĕсем патĕнче те пĕрре кăна мар пулнă. Архивпа интернетра пухăннă пĕтĕмлетÿсене шута илсе хăйĕн асран тухман аса илĕвĕсемпе пĕрлештерсе, уйрăмах ял халăхĕ валли паха кĕнеке хайларĕ. Кĕнекере Çатăркаçырми урамĕсенче пурăнакан кашни çемье çинчен кĕскен çутатса парать. Вăл никама та манман, ялти пур çын шăпине те пĕлет, вĕсемпе кăсăкланать, вĕсене асра тытать.
Çак кĕнекесене автор юратнă мăшăрне - Ефросиния Леонтьевнăна, ачисене Игоре, Маринăна, Станислава, мăнукĕсене Наташăна, Бориса, Машăна тата ялти çывăх çынсене халаллать.
Ефросиния Леонтьевнăпа Алексей Игнатьевич Гавриловсем Вăтапуçĕнчи ял вулавăшĕ, вăтам шкул хатĕрлесе ирттерекен уявсенче тата Çатăркаçырминче ирттерекен ял уявĕсенче пĕрре кăна мар пулса хастарлăхĕпе савăнтарнă. Хăйсем вĕрен-нĕ вăтам шкула парнеленĕ глобусĕ те паянхи кунччен географи урокĕсенче усă курмалли чи кирлĕ хатĕрсенчен пĕри шутланать.
Ю. НИКИТИН,
обществăлла корреспондент.