12 сентября 2012 г.
Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне чăваш тата вырăс шкулĕсем валли вĕрентÿ кĕнекисем кăларчĕ. Вĕсем патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăраççĕ, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă.
Пĕрремĕш классем валли "Чăваш азбуки" (А.Ермошкина т.ыт.), "Чăваш букварĕ" (Т.Артемьева т.ыт.), "Чĕвĕлти" (О.Кульцев, А.Кульцева), "Чăваш чĕлхи" (Г.Абрамова) кун çути курчĕç. Иккĕмĕш класс ачисем валли "Пирĕн тавралăх" (А.Плешаков), "Чăваш чĕлхи" (Т.Артемьева), "Чăваш чĕлхи" (В.Игнатьева) хатĕр. Чылай кĕнекен хушма кăларăмсем – хитре ÿкерчĕклĕ ĕç тетрачĕсем, рисовани альбомĕсем – пур. Вырăс шкулĕсенчи 7-мĕш классем валли – Г.Абрамова, студентсем валли Л.Сергеева т.ыт. "Чăваш чĕлхи" учебникĕсем хатĕрленĕ.
Издательство пуянлăхĕ шутĕнче пĕлтĕр кун çути курнă, шкулсене çитнĕ "География Чувашской Республики" (З.Трифонова), "Чăваш чĕлхи" (2,3,4-мĕш классем валли. Авторĕ Г.Абрамова. Вырăс шкулĕсенчи 7-мĕш классем валли. Авторĕ И.Андреев), "Математика" (Т.Демидова т.ыт.), чăваш шкулĕсен 4-мĕш класĕ валли "Тăван ен" (Е.Енькка), "Литература вулавĕ" (Т.Артемьева тата О.Печников). Пĕрремĕш класс ачисем валли икĕ пайран тракан "Окружающий мир" кĕнекене (А.Плешаков, "Просвещение" издательство ) чăвашла куçарса пичетленĕ. Кĕнекесене литературоведсемпе методистсен шухшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ.
Кăçал çавăн пекех Л.Сергеев 5-9 классем валли хатĕрленĕ "Диктантсен пуххи" пичетленсе тухрĕ. Унта экологи темисемпе çырнă текстсене кĕртнĕ. Тавра пĕлÿçĕсемшĕн, шкул ачисемпе студентсемшĕн, вĕрентекенсемшĕн "Ваттисен сăмахĕсен, каларăшсен, тупмалли юмахсен" пуххи усăллă пулĕ. Ăна Н.Романов паллă фольклорист тата этнограф пухса хатĕрленĕ, 1960 çулта икĕ чĕлхепе тухнă кĕнеке виççĕмĕш кăларăмĕ пек кун çути курнă. Унта 2500 ытла ваттисен сăмахĕпе каларăш, 1700 тупмалли юмах кĕнĕ. Вĕсене вырăсла куçарнă чухне сăмахсен хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма тăрăшнă.
Çулталăк вĕçнелле издательство М.Скворцов редакциленĕ "Вырăсла-чăвашла словаре" кăларма хатĕрленет.
Н.ОСИПОВА.