АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăра – пĕрремĕш. Елена Иванован – иккĕмĕш "ылтăн"

12 сентября 2012 г.

Лондонри XIV Паралимп вăййисенче Чăваш Ен спортсменки Елена Иванова эстафета чупса (4х100 метра) "ылтăн" çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр: ку унăн Паралимпиадăри иккĕмĕш ылтăн медаль. 200 метра чупассипе те вăл финиша пĕрремĕш çитнĕччĕ.

Çивĕч кĕрешÿре Раççей хĕрĕсене – Анастасия Овсянниковăна, Светлана Сергеевăна, Елена Ивановăна тата Маргарита Гончаровăна çитекенни пулман. Вĕсен кăтартăвĕ – 54,86 çеккунт. Китаянкăсем – иккĕмĕш вырăнта (55,65). Аслă Британи хĕрĕсен – "бронза" (56,08). Палăртмалла: Раççей спортсменкисен эстафета команди кăçал Европа чемпионатĕнче те чи лайăххи пулнă.

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăна хăпарнă (23-22-17). Аслă Британи команди – иккĕмĕш (23-30-26). Китаецсем малти вырăнта (53-39-40). Наградăсен хисепĕпе те Китайăн пĕр-лештрнĕ командине çитекенни çук (132). Аслă Британи пухмачĕне – 79, Раççейĕн 62 медаль.

Çуллахи Паралимп вăййисене Чăваш Ен спортсменĕсем икĕмĕш хут кăна хутшăнаççĕ. 2008 çулта Пекинра Шупашкар хĕрĕ Юлия Линевич ăмăр-тнă. Шел, ăна пьедестал çине хăпарма пÿрмен. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Валерий Васильевăн вĕренекенĕ Елена Иванова ылтăн икĕ медальпе Паралимпиада историне кĕчĕ. Специалистсен шухăшĕпе – Ленăшăн ăнăçу вĕçленмен-ха. 100 метра чупассипе те вăл вăйлисен йышĕнче. Старт – авăнăн 8-мĕшĕнче. 13.18 – пирвайхи чупу, 22.06 – финал.

"Пĕлетĕп, Чăваш Ен мана шанать. Уншăн пурне те тав. Валерий Васильевпа Николай Романов тренерсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Эпĕ хальлĕхе мĕн пулса иртнине ăнланаймарăм-ха, çапах та пĕлетĕп, лăпланма иртерех. Умра – манăн юратнă дистанци, 100 метра чупасси", – тенĕ Елена ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине янă электрон çырура.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика