07 сентября 2012 г.
Контрацепци мелĕсемпе ăнсăртран çие юлассинчен этемлĕх пуçланса кайсанах усă курма пуçланă. Пиншер ĕмĕрсем хушшинче çие юлассинчен асăрханмалли мелсене тупса палăртнă, вĕсенчен хăшĕсемпе паян та усă кураççĕ.
ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче контрацепци мелĕсемпе усă курасси хăвăрт вăй илнĕ. 1905 çулта пуçласа хĕрарăмăн амалăх органне лартмалли кĕ-мĕлтен, ылтăнран тата шелкран тунă спираль шутласа кăларнă.
Таблетка евĕрлĕ препаратсемпе 1960 çултан пуçласа усă курма пуçланă. Контрацептивсене 4 ăрăва пайлама пулать. Пĕр-ремĕш ăрурисенче (1962) гормонсен виçи пысăк, усă кÿреслĕхĕ вăтам шайра, тромбоэмболипе чирлес хăрушлăх пысăк пулнă. Çак контрацептивпа усă курнă хыççăн ÿт-пÿ тăртаннă, кăмăл пăтраннă, кăкăр парĕсем хытса ыратса тăнă, тула кайма йывăр пулнă.
Иккĕмĕш ăрури препаратсенче (1972) эстрогенсем сахалрах пулнă. Çавна май тромбоз аталанас хăрушлăх 4 хут чакнă. Çакна та палăртмалла: пирус туртакан хĕрарăмсен тромбоз аталанас хăрушлăх пысăк. Гестагенсен витĕмне пула юн пусăмĕ, кĕлетке виçи ÿсет, çÿç те хăвăрт ÿсме пуçлать, депресси аталанать.
Виççĕмĕш ăрури контрацептивсен составĕнче (1981) гестоден (марвелон, мерсилон, регулон, новинет тата ыт. те), диеногест (жанин), дросперинон (ярина) пулнă. Вĕсенче гормонсен шучĕ те сахал. Хальхи вăхăтра 4-мĕш ăрури препаратсене хатĕрлеççĕ.
Çемье планлассинче виççĕмĕш вырăн йышăнакан контрацептивпа тĕнчере 100 миллиона яхăн хĕрарăм усă курать. Вăл кĕтмен çĕртен çие юлассинчен лайăх пулăшать. Тĕрĕс усă курсан пин хĕрарăмран пĕрин çеç çулталăк хушшинче çие юлать.
Контрацептивсене врач сĕнĕвне тĕпе хурса, инструкцире çырса кăтартнă йĕркепе ĕçмелле. Анчах кăкăрта хытă ыратсан тата сывлăш пÿлĕнсен, пуç хытă ыратма пикенсен е куç япăх курма пуçласан, ал-ура пÿрнисем вăйлă ыратсан, препаратпа усă курнă хыççăн 7 кунран ар органĕсенчен юнлă хутăш тухмасан пĕр тăхтаса тăмасăр врачран пулăшу ыйтмалла.
В.АЛЕКСАНДРОВ,
район больницин гинекологи врачĕ.