07 сентября 2012 г.
Республикăра "Ÿсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ вĕçленнĕ. ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем икĕ тапхăрпа – çурла уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче тата 24-27-мĕшĕсенче – ирттернĕ рейд кăтартăвĕсем курăмлă темелле: руль умне ÿсĕрле ларнă 171 водителе тупса палăртнă.
ПАИ управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – автоинспекци ĕçченĕсем республикăра куллен ÿсĕрле транспорт хатĕрĕпе çула тухнă 20 ытла водителе тытса чараççĕ. Чылай чух шăпах вĕсем çул çинче авари туса хăйсем шар кураççĕ, çынсене инкек кÿреççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра ÿсĕр водительсен айăпĕпе Чăваш Енре 87 авари пулнă, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 123 çын суранланнă.
Аса илтерни вырăнлă: эрех ĕçсе транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларни правăна пăснин чи хăрушă тĕслĕхсенчен пĕри пулса тăрать, çавна май уншăн яваплăх та çирĕп – 1,5-3 çуллăха водитель прависĕр хăвараççĕ. Енчен те водитель хăй урă е ÿсĕр пулнине çирĕплетмешкĕн медицина тĕрĕслевне кайма хирĕçлесен ăна удостоверенисĕр хăварма пултараççĕ.
Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ çулсем çинче йĕрке тăвассишĕн çунакан, транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çула тухнă водительсем çинчен пĕлтерекен çынсене (телефон – 62-00-22) тав тăвать. Ку информацие çийĕнчех çул-йĕрпе патруль службин посчĕсемпе экипажĕсене пĕлтереççĕ, водитель ÿсĕрри çирĕпленсен тытса чараççĕ. Çакă, паллах, пулма пултаракан инкексенчен сыхланас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кÿрет.
К.НИКОЛАЕВ.