07 сентября 2012 г.
Арçын хăйĕн ĕмĕ-рĕнче ывăл ÿстерсессĕн, çурт хăпартсассăн тата йывăç лартсассăн пурнăçне ахаль пурăнса ирттермен теççĕ. Çак сăмахсене Иван Федорович Федоров пирки те калама пулать.
Вăл 1937 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ унăн вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Çитĕнсе пынă май Ваньăн ытти çамрăксемпе пĕрле юхăннă çĕршыва çĕклемелле пулнă.
Пĕтĕм пурнăçĕ унăн тăван ялпа çыхăннă, Балти флотĕнчи служба çулĕсене шута илмесессĕн паллах. Хăюллă моряк водолаз пулнă, тинĕс тĕпĕнчи илеме курнă.
Иван Федорович пĕлÿ патне яланах туртăннă, шкул хыççăн ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулĕнчен тракториста вĕренсе тухнă. 1959 çулта "хурçă утăн" тилхепине алла тытнă та 2004 çулччен вĕçертмен. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата тăватă çул тăван хуçалăхра тăрăшнă.
Мăшăрĕпе Мария Кирилловнăпа вĕсем 5 ача ура çине тăратнă: тăватă хĕр те пĕр ывăл. Пурте пĕлÿллĕ, çĕршывăн тĕр-лĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ: Галя – Новороссийскра, Нина – Сыктывкарта, Люся – Çĕнĕ Шупашкарта, Гера – Йĕтĕрнере, Валя – Çĕнĕ Аччара. Çуллахи кунсенче Иван Федоровичăн кил-çурчĕ 7 мăнукĕн хаваслă сассипе тулать. Вĕсем çине пăхсан ветеран пичĕ çинче йăл кулă палăрать. Шел, мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Иван Федорович 75 çул тултарчĕ пулин те вашават, ĕçсĕр пĕртте тăмасть. Эпир ветерана юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр.
А.ЯМАНКАС.