АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи кун васкатать

07 сентября 2012 г.

Районта авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10865 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ (планăн 84 проценчĕ, план – 12970 га). 121730 тонна тĕш тырă тĕшĕлесе илнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 20 центнерпа танлашнă. Районти 13 хуçалăх тата пысăк 8 фермер хуçалăхĕ вырмана вĕçленĕ.

Пĕрчĕллĕ культурăсене чи малтан "Восход" ООО, Киров ячĕллĕ ЯХПК, "Канаш" АСК ООО, И.Лукиянов тата И.Протасов фермер хуçалăхĕсем пуçтарса кĕртнĕ.

Вырма пынă вăхăтрах хуçалăхсем кĕрхисене акса хăвармашкăн çĕр те хатĕрлеççĕ. Районта кăçал кĕрхисене 5811 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ, çакна пурнăçлама 1340 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пахалăхлă вăрлăха 293 тонна (22 проц.) çеç кÿрсе килнĕ: Э.Шамуков фермер хуçалăхĕ – 100 т, "Канаш" ООО – 68 т, Протасов фермер хуçалăхĕ – 15 т, "Исток" ООО – 3 т, "Путь Ленина" ЯХПК – 10 т, "Канмаш" ООО – 68 т, "Агат" ООО – 7 т.

Паянхи кун тĕлне кĕрхисене 1669 гектар çинче акнă, ку планăн 29 проценчĕпе танлашать. Кĕрхи культурăсене акассипе "Агат", "Хучель", "Нектар", "Канмаш", "Урюм", Киров ячĕллĕ, "Цивиль" хуçалăхсем тата Шамуков, Протасов, Лукиянов фермер хуçалăхĕсем кăтартуллă ĕçлесе пы-раççĕ. Районта кĕрхисене акнипе пĕрлех хуçалăхсем çĕртме сухи те тăваççĕ, хальхи вăхăт тĕлне вĕсем уйсене 2800 гектар сухаланă.

Кăçал çĕр улми районта 669 гектар йышăнать. Паянхи кун тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" 16 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 200 центнерпа танлашать. "Канаш" АСК ООО çĕр улмине 136 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ, 14 гектар çинче пухса кĕртнĕ, тухăçĕ кашни гектартан 150 центнертан кая мар.

М.АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика