05 сентября 2012 г.
Чукун çул урлă каçмалли вырăн пысăк хăрушлăх кÿрекен зона шутланать, çавăнпа та ун урлă каçма тăрсан тимлĕхе ан çухатăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр.
Чукун çул урлă каçса çÿрекенĕн мĕн пĕлмелле-ха;
– Чукун çул урлă каçма тăрсан двигатель сÿнсе ларасран, автомашинăна малалла асăрхаттарса уттарăр;
– çывхарса килекен поезд умĕнчен маларах каçса кайма ан хăтланăр. Мĕншĕн тесен локомотив хăвăртлăхне куçпа пăхса хаклама çук. Автомашинăна чарса поезда ирттерсе яни тĕрĕсрех пулĕ;
– çакна яланах асра тытăр, машинист поезда чарма тăрсан та состав тепĕр 800-1000 метртан çеç чарăнма пултарĕ;
– чукун çул урлă каçмалли вырăнти светофор çутма пуçласан поезд çав тĕле тепĕр 30-40 çеккунтран çитет, çавăнпа та ĕлкĕретĕп тесе рельсем çине кĕрсе ан кайăр, автомашина двигателĕ сÿнсе ларасси пурин те пулма пултарать. Ан пуçтахланăр!
Чукун çул урлă каçнă чухне тимлĕхе ан çухатăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр!
С.ШАМБУЛИН,
ДПС инспекторĕ.