05 сентября 2012 г.
Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен автоçулсем çинче скутерсем автоинкеке йышлăн лекнине статистика уçăмлăн кăтартса парать. Шел, чылай чухне çакăн йышши аварисем вилĕмпе вĕçленеççĕ. Темиçе çул каялла çулсем çинче икĕ кустăрмаллисенчен мотоциклсем çеç чупнă пулсан, халĕ скутерсем çулран-çул ÿссе хушăнсах пыраççĕ. Мотоцикла ГИБДДра регистрацилеççĕ, техтĕрĕслев кăлараççĕ, унăн рулĕ умне ларма водитель удостоверенийĕ кирлĕ, скутер çак йĕркен пĕр пунктне те пăхăнса тăмасть.
Скутер çăмăл мотохатĕр шутланать, унăн двигателĕн виçи 50 кубла см, хăвачĕ 1,5 лаша вăйĕ, хăвăртлăхĕ сехетре 50 км çитме пултарать. Анчах та хытă тăрăшсан двигатель виçине 80-100 кубла см çитерме те пулать, ун пек чухне хăвачĕ 2,5-3,5 лаша вăйне те çитĕ, хăвăртлăхĕ сехетре 60-70 км танлашĕ. Апла пулин те скутера велосипедпа танлаштарма пăхаççĕ, регистрацилеме кирлĕ мар, унăн рулĕ умне ларма çумра права пулманни те чăрмав кÿмест. Çакăн пек йĕрке пулни çамрăксене уйрăмах илĕртет, анчах та вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пĕлмесĕрех скутерпа ларса тухса кайни чылай чухне инкекпе вĕçленет.
Çакна асăрхаттарса калас килет, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилипе килĕшÿллĕн скутер рулĕ умне 16 çул тултарсан çеç ларма юрать. Унпа çулăн сылтăм енĕпе анчах пымалла. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене скутер илсе пама шутларăр пулсан вăл савăнăç çеç мар, инкек кÿме пултарасси çинчен те ан манăр.