05 сентября 2012 г.
Вырма умĕн Курск фермерĕсем Тимск районĕнчи Барковка ялĕнче пурăнакан Александр Чигорев фермер патне канашлăва пухăннă. Унта вĕсем вырма, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
Александр Чигорев ку ĕçре çирĕм çул вăй хунăран çак ыйтусене каламасăрах пĕлет. Хуçалăхра 2160 гектар çĕр. Унта пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши, выльăх апачĕлĕх культурăсем туса илеççĕ. Тыр-пул тухăçĕ вăтамран гектартан 40 центнера яхăн тухать. "Чигорев" фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх та сахал мар. Пĕр ĕни вăтамран 4000 кг сĕт парать. Витесене юсаса çĕнетнĕ хыççăн сĕт суса илесси татах та ÿснĕ. Çĕнĕ фермăра чĕр тавар ятарлă пăрăхсем тăрăх йышăну уйрăмне каять. Çавна май дояркăсен ĕçĕ те çăмăлланнă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕ хăйĕн вăйĕпех 2000 тонна тĕш тырă вырнаçмалăх тăватă склад тунă. Çавăн пекех тырă тасатмалли тата типĕтмелли комплекс та пур. Арман вара Тимск районĕнче пурăнакансене пысăк паха çăнăхпа тивĕçтерет.
Фермер хуçалăхĕ хăй-шĕн çеç тăрăшмасть, пенсионерсемпе вăрçă ветеранĕсене те пулăшса тăрать. Пĕтĕмлетсе каласан, Чигоревран вĕренмелли чылай.
– Фермерсем – ялти çĕнĕ социаллă сий. Тĕрлĕ культура акса-туса илсе вĕсене сутнисĕр пуçне ял-йышшăн та тăрăшаççĕ. Уншăн вĕсене тав тумалла, – тенĕ Курск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Алексей Золотарев Чигорев фермер аллине чăмăртанă май.
Курск облаçĕнче пĕ-тĕмпе 1326 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Вĕсем хăйсен аллинчи арендăна илнĕ 220 пин гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ. Урăхла каласан, усă куракан пĕтĕм лаптăкăн 12 процентне фермерсем акса-туса илеççĕ. Унсăр пуçне 10352 мăйракаллă шултра выльăх, 4769 сысна, 7500 сурăх тытаççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 16 процент (вăл шутра ĕнесен-8 процент), сурăхсен 23 процент чухлĕ ÿснĕ.
Фермер хуçалăхĕсене патшалăх çулсерен пулăшу парать. 2003-2011 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр тума (туянма) 53 фермер çемйи субсиди илнĕ. Курск облаçĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕ 2000 çулта йĕркеленнĕ. Вăл фермер хуçалăхĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать, облаçри власть органĕсемпе тата Раççейри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ассоциацийĕсемпе çыхăнса ĕçлет.