05 сентября 2012 г.
Тунти кун район администрацийĕнче пайсемпе службăсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе уйăхсерен пулакан анлă канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне яланхиллех райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов йĕркелесе пычĕ. Калаçу тĕпрен илсен вырма ĕçĕсем тата социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене хĕле хатĕрлесе çитересси пирки пычĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никоноров уй-хир ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Кăçал шăпах хĕрÿ тапхăр вăхăтĕнче çанталăк çĕр ĕçченне ура хурса пынăран вырма ĕçĕсем вăраха тăсăлса кайрĕç. Çумăрсем тăтăш çуса тăнăран анасем çине кĕме чăрмавлă, тырри те чĕрĕ. Вырма вĕçленмен-ха, çĕр хатĕрлесе кĕрхи культурăсене акма та вăхăт. Çавна май пĕр ĕç çине тепри тиенсе пырать. Паянхи куна 10635 гектар лаптăк çинчен тĕш тырă пухса илнĕ (ку планăн 80 проценчĕпе танлашать). 21370 тонна тырра çапса тĕшĕленĕ. Гектартан тухакан вăтам тухăç 20 центнерпа танлашать. Ку вăхăт тĕлне районти 13 ял хуçалăх предприятийĕ тата 6 фермер хуçалăхĕ вырмана вĕçленĕ. "Восход" (70 гектар), Киров ячĕллĕ хуçалăх (863 га), "АСК "Канаш" (470 га), Лукиянов фермер (330 га), Протасов хуçалăхĕ (200 га) ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынипе тухăçа вăхăтра пухса илме пултарнă. Ку хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме тума пуçăннă.
Кĕрхисене 1013 гектар çинче акнă. Ку тĕлĕшпе "Агат" (170 га), "Нектар" (50), "Канмаш" (45) пĕрлĕхсем лайăх ĕçленине палăртмалла. "Мотор" агрофирма, шел пулин те, вырмана та тухайман-ха. "Родина" хуçалăхра та ĕçсем йывăррăн пыраççĕ.
Владислав Васильевич "Урюм", "Путь Ленина", "Родина", "Канаш" хуçалăхсенче тыр-пула пуçтарса кĕр-тессипе кирлĕ мерăсем йышăнма ыйтрĕ.
Культура секторĕн ертÿçи Лия Арсентьева культура учрежденийĕсене хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ. Çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтакан клубсен октябрĕн 1-мĕшĕччен хутса ăшăтмалли ĕçе пуçăнма хатĕррине çирĕплетекен паспортсене илсе пĕтермелле, кăмакапа усă кураканнисен çĕр кăмрăкне çителĕклĕ таран янтăламалла. Ямаш, Пайкилт, Çĕнĕ Чалкасси, Кăшнаруй ял тăрăхĕсен ертÿçисен клубсене çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтерессине тимлĕхе илмелле.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров халăха патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи пулăшусемпе тивĕçтерессипе çыхăннă йĕркесене ăнлантарчĕ. Ку тĕлĕшпе районпа хулара нумай фунциллĕ пĕрлехи центр йĕркелемеллине палăртрĕ.
Кăшнаруй, Вăрăмпуç, Çĕнĕ Чалкасси, Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алевтина Васильева, Зинаида Маслова, Николай Кириллов, Светлана Иванова суйлавçăсен наказĕсене вырăнта мĕнле пурнăçлани, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсем çинчен калаçрĕç.
Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл кĕрхи уй-хир ĕçĕсене йывăрлăхсене пăхмасăр палăртнă срокра туса ирттерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ. Çавăн пекех ялсенчи культура, вĕренÿ тата ытти учрежденисене хĕллехи тапхăра хатĕрлессине хăвăртлатма кирлине палăртрĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.