АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринарсем професси уявне паллă турĕç

05 сентября 2012 г.

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче районти ветеринари ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Малтан ветспециалистсем районти ветстанцинче пуçтарăнчĕç, унтан икĕ ушкăна пайланса маларах палăртнă предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна тухса паллашрĕç.

Пĕрремĕш ушкăн – район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи – ЧР патшалăхăн тĕп ветеринари инспекторĕ Г.Яковлев, районти ветстанци начальникĕ М.Кошкин, Канашри зонăри ветлаборатори ертÿçи А.Нестеров тата ыттисем "Канашский" ăрат чăх-чĕп заводĕнче пулчĕç. Предприяти ертÿçи Н.Ильбеев хăнасене тарават кĕтсе илчĕ, унтан ятарлă автобуспа цехсем тăрăх илсе çÿрерĕ. Чăх-чĕп ĕрчетес енĕпе ĕçлекен завод улшăнусем хыççăн аталанса пыни, çĕнĕ хатĕрсемпе пуянланни, чăх-чĕп йышĕ ÿссе пыни савăнтарать – халĕ унта 114 пин те 600 пуç.

Тепĕр ушкăн Шăхасанти участокри ветеринари лечебницинче пулчĕ, вĕсене ĕçтешсем сиплевпе профилактика мероприятийĕсене еплерех йĕркелесе ирттерни, ĕç производствине туса пыни, тавралăха тирпей-илем кÿни тата ытти интереслентерчĕ.

Предприятисенче экскурсисем вĕçленнĕ хыççăн ветеринарсем канашлăва пуçтарăнчĕç, вĕсем Канашри ветстанцин начальникĕн çумĕн Н.Андрееван докладне итлерĕç. Надежда Николаевна çичĕ уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ветстанци ертÿçи М.Кошкин ушкăнла договора тата ĕç укçин положенине йышăнмалли ыйту çинче чарăнса тăчĕ.

Уяв кунĕнче кăтартуллă ĕçлесе пыракансене Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Ветеринари службинче чылай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Çĕнĕ Чалкассинчи ветеринари участокĕн заведующин ĕçĕсене пурнăçласа пыракан М.Ефимовăна район администрацийĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç. Грамотăна çавăн пекех Тăрăнти ветеринари участокĕн заведующийĕ Н.Николаева та тивĕçрĕ. Районти Культура çурчĕн артисчĕсем ветеринарсене уяв концерчĕпе савăнтарчĕç.

А.ЯМАНКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика