31 августа 2012 г.
Çак арçын икĕ çул каяллах пенси илме пуçланă. Утмăл теçетке урлă тахçанах ярса пуснă. Хусаххăн пурăнать. Пурнăç курнă темелле. Анчах вăрăм кун-çулта та ăс-тăн кĕрсе çитмен ăна. Мĕн тăвăн, пурте пĕр мар çав. Судпа темиçе хутчен те айăпланнă, тĕрмере те ларнă.
Иртнĕ çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче пĕр каçхине Кĕркури (çапла чĕнер-ха ăна) Уçырман пĕр урамĕпе иртсе пынă чухне Укçинесен хапхи уçă пулнине асăрханă. Пуçĕнче тÿрех шухăш çуралнă: алăк уçă пулнипе усă курса мĕнле те пулин пÿрте кĕмелле те унтан хăйне кирлĕ япалана йăкăртса тухмалла. Вăрă тĕв тунă сăмахĕнчен пăрăнман.
Кĕркури уçă хапхаран картишне шăкăрт кăна кĕрсе тăнă, анчах пÿрте кĕмелли алăка шалтан питĕрнĕ. Нумай шутласа тăман хайхи, веранда кантăкне çапса çĕмĕрнĕ те шала кĕнĕ, кунтан вара – пÿрте. Тулти сас-чĕве илтсе вăраннă Укçине çутă çутса янă та пÿрте кĕрсе тăнă арçынна тухса кайма хушнă. Анчах лешĕ хĕрарăм кăшкăрашнине хăлхине те чикмен, сĕтел сунтăхĕнчен пĕр банка тушенка, пĕр пуханккă çăкăр илнĕ. Укçине арçын аллинчи япаласене туртса илме хăтланнă, анчах вăрă ăна тĕртсе янă та хăй тухса шăвăннă.
Тепĕр темиçе кунран Кĕркури каллех çĕрлехи сунара тухнă. Ку хутĕнче ÿсĕрскер юнашар урамри Кулине хуçалăхне куç хывнă. Çĕрле 11 сехетсенче лупас çумĕнчи хÿме урлă каçса картишне кĕнĕ. Веранда чÿречисене çапнă фанерăна вăтăрса кăларнă, хушăкран шала кĕнĕ, унтан – алкумне. Кунта тĕттĕмре тăватă цинк витре шыраса тупнă та вĕсене картишне кăларса лартнă. Каялла кĕрсе малалла ухтарма пуçланă. Темрен такăннă, тем ÿкернĕ. Кĕмсĕртеттернĕ сасса илтсе кил хуçи хĕрарăмĕ çутă çутса алкумне тухнă та хăйсен ялĕн çыннине Кĕркурие курах кайнă. Лешĕ Кулине хăйне палласа ан ĕлкĕртĕр тесе хĕрарăм пуçĕ çине утиял витсе хăварнă та витресене илсе тухса тарнă.
Пĕр вăхăт лăпланса пурăннă Кĕркури октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа каллех вăрра çÿреме пикеннĕ. Кĕрхи пĕр тĕттĕм каç Санюксем патне çитнĕ. Алăк çĕмĕрсе пÿрте кĕнĕ, унтан радиоприемник тата "Ручеек" шыв нассусĕ вăрласа тухнă.
Кĕркури тĕлĕшпе хатĕрленĕ уголовлă ĕçе кăçалхи июнĕн 23-мĕшĕнче район прокурорне ярса панă.
Е.ИВАНОВ,
следователь.