АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофикаци – пирĕн республикăра

31 августа 2012 г.

Хальхи вăхăтра килтен тухмасăрах темĕн тĕрлĕ кинофильм пăхма пулать. Аттесен ачалăхĕ вара яла килнĕ кинопа асра юлнă. Киноиндустри çав çулсенче мĕнлерех аталаннă;

Д.ДМИТРИЕВА.

Кинофикаци юхăмĕ иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăй илнĕ. Çав çулсенче нумай кинотеатр хута кайнă, аппаратурăна çĕнетсе лайăхлатас, фильмсене кăтартмалли условисен пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçленĕ.

Пĕрремĕш кинотеатрсене Улатăрти (1911, 1912), Шупашкарти (1914), Етĕрнери (1915) предпринимательсем уçнă. Фильмсене вырăна тухса кăтартма Шупашкарта 1917 çулта куçса çÿрекен кинохатĕр туяннă. 1926-1931 çулсенче Етĕрне, Канаш, Çĕрпÿ хулисенчи, Пăрачкав ялĕнчи халăх çурчĕсен çумĕнче кинотеатрсем ĕçлеме пуçланă. 1926 çулта ялсенче (Шупашкар, Çĕрпÿ т.ыт. уессенче) киносеанссем йĕркелеме тытăннă. 1930 çулта республикăра 18 кинотеатр, 74 киноустановка шутланнă. 1927 çулта "Чăвашкино" фотокинематографи управленийĕ (каярахпа "Чăвашкино" трест) йĕркеленнĕ. Вăл киносетьсене пăхса тăнă тата фильмсем ÿкернĕ. Сасăллă кино тухсан стационар тата куçса çÿрекен киносетьсен ĕç-хĕлĕ вăйланнă. 1933 çулта Шупашкарта "Илемлĕ" ятлă сасăллă кинотеатр (кайран "Родина") уçăлнă.

1940 çулта республикăра 113 киноустановка шутланнă, çав шутра пĕр вырăнта ĕçлекеннисем – 22; 1950 çулта – 298 (80); 1960 çулта – 556 (492). Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кашни пысăк яла кинохатĕрсем çитнĕ, киносетьсен техникине пуянлатас тĕлĕшпе уйрăмах курăмлă ĕçленĕ. Шупашкарта "Мир" (1961), "Юность" (1963), "Луч" (1969), Çĕнĕ Шупашкарта "Заря" (1965) кинотеатрсем, Канаш (1959), Сĕнтĕрвăрри (1967), Çĕмĕрле (1970) хулисенче, Вăрмар поселокĕнче (1969) пысăк кинозалсем уçăлнă.

1970 çулта киноустановкăсен шучĕ 1206-а çитнĕ. 70-мĕш çулсенче Шупашкарта "Çеçпĕл" (1100 вырăнлă) тата "Октябрь" (800 вырăнлă) кинотеатрсене хута янă. 1969 çулта кинофикаци тытăмĕнче – 1300 яхăн, 1975 çулта 1500 ытла çын ĕçленĕ.

1988 çулта ЧАССР Кинофикаци патшалăх комитечĕн – ЧАССР Киновидеопĕрлешÿ, унтан 1993 çулта "Чăвашкино" ПП туса хунă. 2007 çулта "Чăваш Республикин электрон тата кинодокументаци патшалăх архивне" йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика