АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăх йыхравĕ

31 августа 2012 г.

Юлашки вăхăтра хамăрăн несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине тытса пырас тесе Чăваш Республикин кашни районĕнчех ял уявĕсем ирттереççĕ. Истори çулталăкĕ пулнă май çеçпĕлсем те ялăн 352 çулне уяв ирттерсе палăртас терĕç.

Тăван ял, тăван кĕтес... Унран хакли мĕн пултăр-ха тĕнчере! Эпир унта ÿссе çунат саратпăр. Тăван ял – пĕрре.

Çуралнă ял кашни çыншăнах чи илемли. Çеçпĕл ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ку ялта 231 хуçалăх, 558 çын шутланать. Унăн пĕр енче Вĕрскер шывĕ шăнкăртатса юхать, тепĕр енче вăрман каш-кашлать, икĕ хутлă культура çурчĕ мăнаçлăн курăнса ларать, унтах тĕслĕх библиотека. Юнашарах икĕ хутлă капăр шкул, лавкка, музей, парк, ял варринче пĕвесем. Шăпах пĕр илемлĕ пĕве умĕнчи "Заходи" лавкка патĕнче иртрĕ те ял уявĕ.

Çурла уйăхĕн пĕр кунĕнче "Заходи" лавкка хуçисем ирех хăнасене кĕтсе илме хатĕрленме пуçларĕç. Вĕсем – Александрпа Надежда Михайловсем. Сашăн алли чăннипех те ылтăн темелле. Çакăнта та вăл йăмра тураттисенчен тем тĕрлĕ илемлетсе лармалли вырăнсем туса хатĕрлерĕ. Унăн мăшăрĕ Надя та хăнасене яланах тарават кĕтсе илет. "Заходи" тавралла мĕн çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех илемлĕ чечексем ял халăхне капăрлăхĕпе илĕртсе лараççĕ. Лавкка умĕнчи пĕвене те вĕсем хăйсем чавтарса пулă ĕрчетеççĕ.

Культура ĕçченĕсем те иртерех çитме васкарĕç уяв вырăнне. Кунта илемлетме тĕрлĕрен стенд, выставка хатĕрленĕ клубпа библиотека ĕçченĕсем. Çакăнтах мăн хуран лартса пулă шÿрпи пĕçерме вучах чĕртнĕ, вăрăм сĕтелсемпе саксем те хатĕр.

Çеçпĕл ялĕнче пурăнакансем кăнтăрла иртсен "Заходи" лавкка енне утрĕç. Кашни урамранах пуçтарăнчĕç уява. Кÿршĕ ялсенчен те çитрĕç саламлама.

Уява Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен "Шĕкĕр" ушкăнĕ "Савнă ялăм, Çеçпĕл" юрăпа пуçларĕ. Андриянов Артемпа Настя Егорова килнĕ хăнасене килте пĕçернĕ çăкăр-тăварпа тăван килĕн ăшшине туйма пулăшрĕç.

Уява уçма Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхне Светлана Леонидовна Ивановăна ирĕк пачĕç. Вăл пурне те уявпа саламларĕ. Ял иле-мĕшĕн, ял пуласлăхĕшĕн эпир кашниех яваплă. Тăван ял пире пурнăç панă. Йывăр самантра ун ăшши пире вăй-хал парса тăрать. Çеçпĕл çыннисене ял аталанăвĕнче пулăшу кÿнĕшĕн тата ял пурнăçĕнче активлă хутшăннăшăн Светлана Леонидовна тав сăмахĕ каларĕ. Ялти чи илемлĕ, таса, тирпейлĕ хуçалăхсен хуçисене дипломсем парса чысларĕ.

Кусем, Андреев Николай, Иванов Николай, Николаев Василий хуçалăхĕсем пулчĕç. Лавккасенчен илсен Михайловсен чи илемли те таси шутланать.

Паллах, çулпа аслă çынсене те, чи çамрăк мăшăрсене те, 2012 çулта çуралнă ачасене те, мăшăрпа пĕрле 50 çул ытла пурăнакансене те администраци енчен парне парса хавхалантарма манмарĕç. Парнесемпе пĕрле чуна ăшăтакан илемлĕ юрă саламĕсем шăранчĕç. Çеçпĕл шкулĕн ачисем те айккинче юлмарĕç вăл кун. Тĕрлĕрен сăвă-юрă янăрарĕ тăван тавралăх çинчен. Çеçпĕл ялĕн аякри хăнисем, ял уявĕпе пурне те саламласа хăйсене йыхравлама манманшăн тата уява ирттерекенсене тав сăмахĕсем каларĕç. Çавăнтах, çатан карта ăшĕнче пысăк хуранпа лартса янă пулă шÿрпи пăсланса таврана тутлă шăршă кăларса тăрать. Пуллине вара конкурс ирттерсе уяв вăхăтĕнчех тытрĕç, тасатрĕç. Пулăçсем пурĕ 12-ĕн, вĕсенчен Женя Яковлев пуринчен ытла, вунă минут хушшинче 20 пулă тытрĕ. Çавăн пек вăхăтрах Светлана Сорокина 5 хĕрарăм хушшинче 22 пулă тасатса ĕлкĕрчĕ. Мала тухнисене парнесем парса чысларĕç. Конкурссем, паллах, татах та пулчĕç. Сăмахран, юнашарти Малтикас ялĕнчен килнĕ Зоя Михайлова тăван кил, атте-анне çинчен чуна пырса тивекен сăвă вуларĕ тата илемлĕ юрă юрласа саламларĕ. Вăйă карти йĕркелесе такмаксем каларĕç.

Н.СЕРГЕЕВА,

Çеçпĕлти культура çурчĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика