29 августа 2012 г.
Район администрацийĕн акт залне пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн кунне ирттерме килнисем ал ĕç ăстисен куравĕ умĕнче чылайччен тытăнса тăчĕç. Вĕсене уйрăмах шăтăкла йĕппипе çыхнă çемçе теттесем килĕшрĕç. Çак ĕçсен авторĕ – районти вĕренÿ управленийĕн экономисчĕ Л.Николаева. Хăйне те курма тÿр килчĕ. Лариса Вячеславовна райадминистрацин финанс пайне ĕçпе килнĕччĕ. Темиçе минутлăха чĕнсе илсе ĕçĕсем умне тăратса сăн ÿкертĕм. Вĕренÿ управленийĕнче тĕл пулма калаçса татăлса предпринимательсен канашлăвне кĕтĕм.
Л.Николаева Сител ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн амăшĕ те, асламăшĕ те ал ĕç ăстисем пулнă. Тĕрлеме, çыхма вĕсем Ларисăна пĕчĕклех вĕрентме пуçланă. Хăйĕнпе пĕрле ăсталăхĕ те ÿссе пынă. Канашри финанспа экономика колледжĕнче вĕреннĕ чухне те юратнă ĕçĕпе ларма вăхăт яланах тупнă. Специалист дипломне илсен районти санэпидемстанцире, шалти ĕçсен пайĕнче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта бухгалтерта ĕçленĕ, иртнĕ çулхи кĕркуннеренпе – вĕренÿ управленийĕнче. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари университетĕнче аслă пĕлÿ илчĕ. Кил-çуртри ĕçсенчен пушансанах алла çыхмалли шăтăкла йĕппе çип ярса тытать. Çакă – уншăн хăйне евĕрлĕ кану, киленÿ.
– Тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтлăха юратнă ал ĕçĕнчен хăпма тивсен хама чир ернĕ пекех туятăп, çав тери тунсăхлатăп. Çакна мăшăрăм лайăх ăнланать, нихăçан та урăх ĕçпе аппаланан тесе ÿпкелемест, – терĕ манпа калаçакан.
Ларисăпа Евгений Николаевсем икĕ ывăл ÿстереççĕ. Кĕçĕнни, Дима ятли, ĕнесене, вăкăрсене, пăрусене питĕ юратать. Çавăнпа та ĕне выльăхсен кĕлеткисене амăшне çыхса пама йăлăнать. Епле тивĕçтермĕн-ха хăвăн тĕпренчĕкÿ ыйтнине. Лариса ун валли çичĕ кĕлетке çыхнă. Кăмăлне тивĕçтернĕшĕн еплерех хĕпĕртесе ÿкнĕ пĕчĕкскер. Никита шкула кайма хатĕрленет. Вăл вара мультфильмсенчи сăнарсемшĕн каçсах каять. Нумаях пулмасть Ларисăпа Евгений пĕрлешнĕренпе 10 çул çитнине паллă турĕç. Чылай çĕрте çак датăна роза туйĕ теççĕ.
Л.Николаева районта иртекен пысăк мероприятисене, уявсене, фестивальсене тăтăшах хутшăнать. Унăн ĕçĕсене халăх кăмăлласа йышăнать. Лауреат ятне темиçе хутчен тивĕçнĕ, дипломсемпе хисеп хучĕсем те сахал мар.
– Манăн теттесене чылайччен çавăркаласа пăхаççĕ, ăшă сăмахсемпе мухтаса илекенсем те пур. Хăшĕсем туянас шутлине те пĕлтереççĕ. Шел, вĕсен кăмăлне тивĕçтерейместĕп. Мĕншĕн тесен халăх умне эпĕ ачамсем валли çыхнă, мăшăрăм килĕштерекен теттесене кăларса хуратăп. Халиччен пĕр ĕçĕме те сутман, мĕн чухлĕ ыйтмаллине те пĕлместĕп. Тăвансене çуралнă кун, туй, пĕр-пĕр чаплă уяв ячĕпе хаваспах парнелетĕп. Теттесене савăнăçпа çиçекен куçсемпе, ăшă сăмахсемпе тав туса йышăнсан чĕрем хаваслăхпа тулать, тата тăрăшарах ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват йăпшăнса кĕрет. Хăнана кайсан хамăн ĕçе курсан ывăнни, тунсăхлани сисмесĕрех таçта кайса кĕреççĕ, – терĕ Лариса Вячеславовна.
В.АЧЧА.