29 августа 2012 г.
Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата унăн çумĕ А.Егоров "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн уй-хирĕнче пулчĕç.
"Цивиль" пĕрлĕх кĕрхи ыраш акма тытăннă. Лаптăкĕ – 184 гектар. Акаканĕсем – М.Тихонов механизаторпа А.Тихонов сеяльщик. Вăрлăха В.Иванов водитель турттарать. Кунне 45 гектар акас шутлă вĕсем. Хуçалăх ертÿçи В.Ефимов ĕççи юхăмĕпе паллаштарчĕ.
– Çанталăкăн кашни меллĕ сехечĕпе усă курма тăрăшатпăр. Тулă тата урпа пухса кĕртмелли темиçе гектар кăна юлчĕ. Тата пилĕк кун лайăх çанталăк тăрсан вырмана вĕçлетпĕрех. Тырă пуссинче икĕ комбайн ĕçлет. Кун каçа "Донпа" "Нива" 45 гектар çинчен вырса илеççĕ. 1,5 пин тоннăран кая мар тĕш тырă пухса илесшĕн. Паян, акă, кĕр акине пуçăнтăмăр. Ăна ăнăçлă пĕтерсен ĕç шавĕ çĕр улми ани çине куçĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" 20 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр, хĕрлĕ кăшман 8 гектар акнă, – терĕ Вениамин Михайлович.
Инçех мар Кĕçĕн Çавал хĕрринчи йăлăмра ешĕл курăк çинче ĕне кĕтĕвĕ çÿрет. 82 ĕнене Е.Сатаровăпа Г.Васильев пăхаççĕ.
Киров ячĕллĕ кооператив вырма ĕçĕсене вĕçлесе кĕрхи культурăсем акма тытăннă. Ыраш акаççĕ. Хуçалăх ертÿçи Н.Андреев пĕлтернĕ тăрăх, 100 гектар ыраш тата 100 гектар тулă акса хăвармалла. Хирте А.Алексеев тытса пыракан агрегат ĕçлет. В.Зефиров агроном та унтах. Николай Степанович пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕпе паллаштарчĕ: кĕрхисен вăтам кăтартăвĕ – гектар пуçне 14,3 центнер (ыраш – 11,2 центнер, тулă – 16,8, урпа – 29,1, сĕлĕ – 24 центнер). Çĕр улми анисем 26 гектар йышăнаççĕ. Канашри элеватора çĕнĕ тырă ăсатнă: ыраш – 129 пин тенкĕлĕх, тулă – 100 пин тенкĕлĕх.
Киров ячĕллĕ кооперативăн хирĕсем тăрăх çÿрекен ушкăна Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕн Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С.Николаев хушăнчĕ. Хăнасене уйрăмах кукуруза плантацийĕ савăнтарчĕ.
А.ТЯМИНА.