АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма вĕçĕ курăнать

31 августа 2012 г.

Çурлан 28-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8824 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, 163689 центнер тĕшĕленĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 19 центнер. 13 хуçалăхра вырма вĕçленнĕ. Тыр-пула пухса кĕртессине Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче (гектартан 23 центнер илнĕ), "АСК "Канаш" пĕрлĕхре (21 центнер), "Победит" хуçалăхра (20 центнер) лайăх йĕркелесе ирттернĕ. И.Лукиянов тата И.Протасов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те тырра вырса пĕтернĕ.

Кĕр аки тума çĕр хатĕрлес ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. Пĕтĕмпе 1300 тонна вăрлăх кирлĕ пулать. Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕ элит вăрлăх 100 тонна, "Канмаш" агрофирма" 20 тонна, "Цивиль" 10 тонна, "Путь Ленина" 10 тонна, "Агат" 7 тонна, "Исток" 3 тонна туяннă.

Кăçал кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 5811 гектар акса хăварма планланă. Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 550 гектар акнă. Ку енĕпе "Агат", "Победит", "Хучель", "Агробизнес" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Урюм" ЯХПК, И.Лукиянов тата И.Протасов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла.

Чылай хуçалăхра тыр-пултан пушаннă çĕрсем çинче çĕртме тăваççĕ. 1300 гектар сухаланă, планра – 13600 гектар. Çак ĕçе "Агат", "Хучель" пĕрлĕхсенче, Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" кооперативсенче лайăх пуçăннă.

Авăн уйăхĕ пуçланнă тĕле вырма ĕçĕсене вĕçлесе çĕр улми кăлармашкăн пуçăнма палăртнă.

В.АЛЕКСЕЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика