31 августа 2012 г.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн черетлĕ кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пыракан ушкăн Сиккасси, Шелттем, Вăрăмпуç тата Вăтапуç ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.
Сиккасси ялĕнче вырăнти шкулта, ача садĕнче, райпо лавккинче, библиотекăра, культура çуртĕнче пулчĕç. Артезиан çăлĕн насусĕ мĕнле ĕçленипе интересленчĕç. Ăна йĕр-келлĕ ĕçлеттернипе, пăхса тăнипе ял çыннисем халь çине шыв нушине курман-ха. Учительсен общежитийĕ пулнă çурт вырăнĕнче 6 хваттерлĕ çурт çĕкленет. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ватăсен çуртĕнче ветерансемпе, вĕсем кунта 18-ăн, калаçрĕ, унти пурнăç условийĕсемпе кăсăкланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Н.Вазинген хушма хуçалăхĕпе паллашса нумай çĕннине пĕлчĕç.
Шелттем тăрăхĕнче чи малтан культура çуртне кĕчĕç. Кунта хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç, хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕç. Е.Анисимов ячĕллĕ вăтам шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Кунтан вĕренсе тухнă Н.Николаев спонсорла пулăшу панипе чÿрече рамисене пластикăллипе пĕлтĕрех улăштарнă. Кăçал Николай Германович ăшăтмалли системăна юсама укçа куçарса панă. Шкул директорĕ С.Ерицов район администрацине бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрса панăшăн тав турĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунне хутшăннисем Вăрăмпуç тата Вăтапуç ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи социаллă объектсенче пулчĕç.
А.ТЯМИНА.