АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци малалла пырать

29 августа 2012 г.

Республикăра "Трактор" профилактика операцийĕ иртни çинчен вулакана хаçатăн иртнĕ пĕр номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Уйăхлăх çурлан 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырĕ. Ăна ЧР ШĔМĕпе Патшалăх технадзорĕ пĕрле йĕркеленĕ.

Операци тĕллевĕ – усă куракан машинăсен техника лару-тăрăвне тĕрĕслесси кăна мар, регистраци правилисене пăхăнман, техникăпа ĕçлемелли ирĕк çук тĕслĕхсене тупса палăртасси те.

Профилактика ĕçне Патшалăх технадзорĕн тата ПАИ инспекторĕсем хăйсен районĕсен территорийĕнче те, кÿршĕ район-хулана пĕрлехи рейдсене çÿресе те пурнăçлаççĕ.

Нумаях пулмасть, маларах палăртнă графикпе килĕшÿллĕн, пирĕн района Тăвайĕнчен – А.Семенов, Вăрмартан – В.Николаев, Çĕрпÿрен – Ю.Григорьев патшалăх техтĕрĕслевĕн асăннă районсемпе ĕçлекен инспекцисен пуçлăхĕсем килсе кайрĕç. Рейд Çĕнĕ Пинер, Шăхасан, Малти Тукай тата Ушанар ялĕсенче иртрĕ. Ĕçтешсем тракторсене тата комбайнсене чарса тĕрĕс-лерĕç, çитменлĕх тупса палăртнисен тĕлĕшĕпе протоколсем çырчĕç.

"Çак ĕçе пурнăçлама халь шăпах меллĕ вăхăт, мĕншĕн тесен тракторсене, çул-йĕр тата строительство машинисене, вĕсен прицепĕсене ĕçленĕ вăхăтра, урăхла каласан, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пухса кĕртнĕ, ытти ĕçе пурнăçланă тапхăрта тĕрĕслени вырăнлă", – палăртрĕ патшалăхăн Канаш районĕпе ĕçлекен техтĕрĕслев инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров.

Механизаторсем çитменнине кура хăш-пĕр хуçалăхра техникăпа ĕçлемешкĕн çынсене вырмана тухас умĕн юлашки самантра тин çирĕплетеççĕ. Çавăнпа трактор-машинăна техника енчен пăхса тăрасси кирлĕ шайра мар. Нумай чух механизаторсен вăл е ку техникăпа ĕçлемелли ирĕк те çук.

Профилактика операцийĕ предприятисемпе организацисем хăйсен техникине мĕнлерех хакланине питĕ лайăх кăтартать. Тĕрĕслевçĕсем йĕркене пăснине кăна мар, предприятисен инженери службисем хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланине те палăртаççĕ. Уйăхлăх чи малтанах çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшать.

А.МЯСНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика