29 августа 2012 г.
Хĕвеллĕ ăшă кун килсе çитрĕ Людмила Георгиева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Пуянкассине. Шăп та лăп 40 çул каялла, августăн 15-мĕшĕнче. Ăна çак яла шкул ачисене физкультурăна вĕрентме янă. Юмансар хĕрĕ, тин çеç Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă 18 çулти учитель ĕçре вăр-вар та çивĕч пулнă. Утти – çăмăл, хусканăвĕсем илемлĕ те килĕшÿллĕ. Пĕчĕкренех гимнастикăпа туслă пулнăран пуль. Гимнастикăна юратни педагог профессине суйласа илме пулăшнă та ăна. Канаш хулинче иртекен гимнастика ăмăртăвĕсенче малти вырăна пайтах тивĕçнĕ.
Учительсем те ачасемпе ĕçлеме пултаратăн тесе хавхалантарса тăнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Люда кĕçĕн класри ачасемпе тĕрлĕрен ăмăрту, вăйăсем ирттерме юратнă. Класра та яланах пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă.
... Çапла пуçланса кайнă Людмила Ивановнăн вĕрентÿ ĕçĕ. Çамрăк учитель сăнĕ-пичĕпе çеç мар, чунĕпе те илĕртÿллĕ пулни ĕçре часах палăрнă. Вăл кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн, тăрăшса пурнăçласа пырать.
Людмила Ивановна ал ĕç ăсти те. Ĕçтешсем, кÿршĕ-аршă унран çĕлеме, çыхма вĕренесшĕн. Вăл вара пурне те пулăшма хатĕр. Пултарулăхне кура хĕрачасемпе ĕç урокĕсем ертсе пыма та шанса пачĕç ăна. Мĕн чухлĕ хĕрача тĕрлеме, йĕпсемпе те, çекĕлпе те çыхма вĕренмерĕç-ши çак уроксенче; Тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме тата; Тортсем пĕçерме вара ачасем кăна мар, пĕтĕм ял-йыш унран вĕренсе пычĕ тесен те йăнăш мар. (Вăл вăхăтра торта хуласенче анчах сутнă, кулинари кĕнекисене тупса илме те йывăрччĕ).
Вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăн воспитателĕ пулса та пайтах ĕçлерĕ Л.И.Тимофеева. Ку ĕçе те питĕ пысăк тăрăшулăхпа çирĕп пурнăçласа пыратчĕ. Пире, класс ертÿçисене, унпа ĕçлеме яланах çăмăл пулнă: ачасене концерта е тĕрлĕ мероприятие хатĕрлеме пулăшса пыратчĕ. Предметник учительсемпе те, ачасен ашшĕ-амăшĕпе те яланах килĕштерсе, тачă çыхăну тытса ĕçлетчĕ.
Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнатчĕ Людмила Ивановна. Ахальтен мар учительсен коллективĕ ăна пĕрмаях профсоюз ĕçне ертсе пыма суйлатчĕ. Профсоюз комитечĕн председателĕ пулса 20 çул ытла пĕр улшăнми, мĕн пенсие тухичченех ĕçлерĕ. Коллективри пур ĕçлекене те тимлĕх уйăрма пултаратчĕ вăл, унăн ырă кăмăлĕ пурне те пĕр вăя пĕрлештерсе хавхалантарса тăратчĕ.
Ялти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕн тивĕçне те чылай вăхăт пурнăçласа пычĕ. Кунта та кану, тирпей-илем, çемье ыйтăвĕсене çÿллĕ шайра тытрĕ. Ял тата район Совечĕсен депутачĕ пулма пĕрре мар тивĕçнĕ.
Халĕ Л.Тимофеева тивĕçлĕ канура. Мăнукĕсене пăхса ÿстерме пулăшать, илемлĕх тĕнчине упраса пурăнать. Пÿрт умĕнчи пахчара тĕлĕнмелле хитре чечексем ÿстерет вăл. Кил-çурчĕ те чечеке аса илтерет: илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ. Мăнукĕсене тĕрлĕ-тĕрлĕ эрешлесе-илемлетсе çĕленĕ кĕпесем, курткăсем тăхăнтартать. Людмила Ивановна çыхнă е çĕленĕ тумтирсем – пĕринчен тепри хăйне евĕр тĕлĕнтермĕш, чăн-чăн ÿнер ăсталăхĕ.
Г.ИВАНОВА.