АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăранах ярса тытнă

29 августа 2012 г.

Кипеч енчи пĕр ялта пурăнакан Иван (тĕрĕс ятне палăртмăпăр) çулĕпе çамрăк, çирĕм пĕрре кăна тултарать. Апла пулин те çак кĕске вăхăтрах вăл хăйĕн ятне варалама ĕлкĕрнĕ. Тăхăр класс кăна вĕреннĕ яш ăс-тăнне малалла аталантарма, професси илсе ĕçе вырнаçма шутламан. Пурнăç хăй еккипе çăмăллăн шуса пырать тесе шутланă ахăр. Ара, хăшĕ-пĕри ниçта ĕçлемесĕрех çăкăр çимелĕх укçа тупма пĕлет те. Тĕлĕнмелле.

Иван та çак майпа пурăнма шутланă-тăр. Анчах çăмăлттайлăх ура хурать мар-и; 16 çулта чухнех Канаш район сучĕ ун тĕлĕшпе пĕр çул ĕçлесе юсанмалли мера йышăннă. Тепĕр икĕ çултан каллех условно майпа пĕр çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Ку айăплав Иваншăн çемçерех пулнă курăнать, ăна икĕ çул çурăлăха тĕрмене хупнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче тин ирĕке тухнă. Анчах та чылай чухне тĕрмере пĕрре ларса курнисен чунĕ унтах туртать пулас.

Хăй пурăнакан тăрăхра Иван пирки япăххине çеç калаççĕ. Темшĕн пĕр ырă ĕç те тума тăрăшман вăл. (Хăш чухне япăххинче те лайăххине асăрхама пулать вĕт-ха). Ирĕке тухсан тепĕр уйăхранах ăна административлă явап тыттарса штраф тÿлеттермелле тунă. 100 тенкĕ тÿленĕ те – ĕç пĕтнĕ.

Шалти сасă Ивана каллех преступлени тума хистенĕ. Март уйăхĕн пĕр кунĕнче кăнтăрла çитеспе каччă кÿршĕ урамри Санькка патне çул тытнă. Курманни миçе çул; Тахçанхи тепĕр юлташĕ те кунтах пулнă. Сĕтел çинче вырăн тупнă çуттине виçĕ тус туххăмрах пушатнă. Кун каç еннелле сулăнсан Санькка Ивана 25 тенкĕ укçа парса лавккана пирус илме янă. Çакăн чухне курнă та ĕнтĕ хайхискер Петрова килĕ умĕнче (ют хушамат) нимĕнле йĕр те çуккине. Кил хуçисем çăва тухмасăр та яла пурăнма килмеççĕ пулас тесе шутласа илнĕ. Апла тăк кунта кĕрсе тухнине никам та курмасть. Шутланă – тунă. Йĕри-тавралла пăхса илнĕ те çывăхра никам та çуккине курсан хапха урлă каçса Петрован кил картине кĕнĕ. Веранда чÿречин кантăкне çĕмĕрсе шала кĕнĕ. Чи малтан велосипеда асăрханă, ăна чÿрече витĕр картишне кăларса лартнă. Тимĕр турчкана та хăварасси килмен, ăна та кăларса хунă.

Верандăран пÿрте кĕмелли алăк питĕрĕнчĕк пулнă, ăна Иван темĕн чул тăрмашсан та уçайман. Аптранăскер урама тухса пÿрт тавра пăхса çаврăннă, унтан пÿртĕн пĕр чÿречине илсе шала кĕнĕ. Телевизор, музыка центрĕ, ытти хаклă япала куç тĕлне пулнă. Малтанах эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскерĕн мухмăр пуçланнă пулмалла та, вăл кранран шыв ярса ĕçнĕ. Хăйне япăх туйнипе диван çине ларнă та çывăрса кайнă.

Хайхискере кил хуçи хĕрарăмĕ Петрова силлесе вăратнă. Хĕрарăм ăна кантăксене çĕмĕрсе кĕнĕшĕн вăрçнă. Петровсем полици сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ. Тытман вăрă вăрă мар теççĕ. Кунта вара вăрра алăранах ярса тытнă. Иван хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă.

Канаш район сучĕн йышăнăвĕпе качча çулталăк та сакăр уйăха ирĕкрен хăтарнă.

В.ИВАНОВ,

районти полицин аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика