29 августа 2012 г.
Эрне кун районти вĕрентÿ ĕçченĕсен аслă канашлăвĕ "Районти талантлă тата пултаруллă ачасене пулăшас системăна аталантарасси" темăпа Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн акт залĕнче иртрĕ. Унта саккунсем кăларакан тата ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, педагогсен общественноçĕн, обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç.
Канашлăва килнисем "Чăваш Республикин вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсен коллекторĕ" патшалăх унитарлă предприятийĕ йĕркеленĕ вĕрентÿпе методика литературин куравĕпе паллашрĕç, ĕçре кирлĕ пособисем туянчĕç. Ал ĕçĕсен куравĕ умĕпе те чарăнса тăмасăр иртмерĕç, шкулсенчи ачасен пултарулăх коллективĕсен концертне пăхрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ пурне те зала пуçтарчĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев "Пултаруллă тата талантлă ачасене пулăшмалли муниципаллă системăна аталантарасси – малта пыракан социаллă саккас" темăпа доклад туса пачĕ. Районта вăтам шкулсем – 19, тĕп шкулсем – 8, пуçламăш шкул-ача сачĕсем – 6. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕсенчи 3935 ачана 375 учитель вĕрентнĕ. Кăçал та вĕренекенсен йышĕ малтанласа шутласа пăхнă тăрăх çавăн чухлех пулмалла. Квалификацин аслă категориллĕ вĕрентекенĕсем 40-ĕн.Чи нумаййи – Шăхасан тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсенче, вĕсенче – 8-шар педагог, Вăтакас Кипеч шкулĕнче – 6-ăн. Районти учительсен вăтам çулĕ – 45. Чи "ватти" – Сиккасси вăтам шкулĕ – 53 çул, чи "çамрăкки" – Вăтакас Татмăш шкулĕ – 39. 35 çула çитмен учительсем 60-ăн. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче педагогика ĕçне 6-ăн пуçăнĕç. Е.Гордеева Атнаш шкулĕнче истори тата общество пĕлĕвĕ, В.Максимов Чакаçра физика тата информатика, А.Иванова Аччара вырăс чĕлхипе литератури, В.Сорокин Энтриялĕнче информатика, К.Лазарева Сухайкассинче кĕçĕн классене вĕрентме тытăнĕç. И.Григорьева Шăхасанти 1-мĕш номерлĕ ача сачĕн алăкне уçса кĕрĕ, вăл – воспитатель.
Професси ăсталăхне тĕрлĕ конкурс ÿстерме пулăшать. "Çулталăк вĕрентекенĕ – 2012" конкурсăн районти тапхăрне 12-ĕн хутшăннă. Шупашкарта район чысне Сухайкасси вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Иванова ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çамрăк учительсем хушшинче вăл дипломант пулса тăчĕ. Ача сачĕн воспитателĕсем хушшинче районта Шăхасанти "Хĕлхем" садăн воспитателĕ А.Федорова мала тухнă.
Предметсен олимпиадисенче хăйсен пĕлĕвне ÿстерме кăмăл тăвакансем нумайлансах пыраççĕ. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн хамăр республикăри тапхăрне 66-ăн хутшăннă. Унăн кăтартăвĕсемпе 22 вĕренекен пĕрремĕш теçеткене лекнĕ. Призерсен ретĕнче – В.Андреева, Н.Федорова, В.Никитин (Карăклă шкулĕ), В.Васильев, А.Петров, Н.Русскова (Янкăлч), П.Ильин, О.Игнатьева, А.Евгеньева (Шăхасан), М.Михайлова (Сухайкасси). А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕн воспитанникĕ А. Бельская чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна В.Никитин (Карăклă шкулĕ) тата А.Евгеньева хутшăннă. Настя вырăс чĕлхипе литературин олимпиадинче призерсен списокне çырăннă.
Математика, хими, литература, информатика предмечĕсемпе панă пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен вăтам кăтартăвĕсем республикăринчен пысăкрах. Ытти предметсемпе пĕчĕкрех, нимĕç чĕлхипе чи начарри: районта 20 бал çеç, республикăра – 53,56. Суйласа илсе экзаменсем парассипе общество пĕлĕвĕ, истори, биологи малта. Географи, литература тата ют çĕршыв чĕлхи предмечĕсемпе экзамен тытас кăмăллисем çукрах. Хăш-пĕр предметсемпе экзаменсенче сахал бал пухнин тĕп сăлтавĕ – педагогсен квалификаци шайĕ пĕчĕк пулнинче. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе вĕрентекенсен квалификацине ÿстерме курссем ирттерме, начар пĕлÿ кăтартнă шкулсенче япăх вĕренекенсемпе уйрăммăн ĕçлессине йĕркелеме палăртнă.
Районти 12 вĕренекенпе 3 вĕрентекен курăмлă çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине çулталăк пуçланнăранпа илсе тăраççĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине – 24 вĕренекен. Район, республика, çĕршыв шайĕсенчи конкурссемпе фестивальсене, викторинăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансен хисепĕ çулсерен ÿссе пырать. Паллах, вĕсене, вĕсен ертÿçисене тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарсах тăраççĕ.
Çак уйăхăн пуçламăшĕ тĕлне тĕпренчĕкĕсене ача садне вырнаçтарас текенсен йышĕнче 158 çемье. Черет ыйтăвне татса парас енĕпе Сиккассинчи, Шăхасанти, Карăклăри, Пайкилтри, Уçырмари ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçнă. Авăн уйăхĕнче Вăтакас Кипечри, Çеçпĕлти ача сачĕсене çÿрекенсен хисепне ÿстерме палăртнă. Хальхи вăхăтра вĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 2016 çулччен 160 ача валли вырăн хатĕрлеме йышăннă.
Доклад тăрăх Катек вăтам шкулĕнче ачасене хими вĕрентекен, утă уйăхĕнче Санкт-Петербургра ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери педагогсен форумĕн участникĕ О.Иванова, "Чăваш Енĕн вĕрентекенĕ – 2012" конкурс дипломанчĕ, Сухайкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.Иванова, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Спиридонова, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Н.Беляева, Шăхасанти ачасен ÿнер шкулĕн директорĕ И.Романова тухса калаçрĕç.
Конференци ĕçне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ А.Кириллов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, наградăсем пачĕç. Çитĕнекен ăрăва воспитани тата пĕлÿ парас ĕçре тухăçлă тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе В.Александровăна (Ямаш шкулĕ), Л.Алексеевăна (Тури Юнтапари ача сачĕ), Э.Анатольевăна (Вăтакас Кипеч шкулĕ), В.Сергеевăна (Янкăлч), вĕренÿ управленийĕн строитель инженерне Л.Георгиевăна, район администрацийĕн Хисеп грамотипе управленин централизациленĕ бухгалтерин тĕп экономистне Е.Барановăна, методика центрĕн пайĕн методистне С.Калиновскаяна, Аслă Мами, Ямаш, Энтрияль, Çĕнĕ Чалкасси шкулĕсен вĕрентекенĕсене С.Ефимовăна, С.Ивановăна, Л.Минаевăна, Т.Николаевăна наградăларĕç.
Вĕренÿ управленийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем – Э.Анатольева (Вăтакас Кипеч шкулĕ), И.Зайцева (Пайкилт), А.Иванова (Сухайкасси), И.Иванов (Ачча), М.Михайлова (Уçырма), В.Сергеева (Янкăлч), А.Сормова (Хучел), Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн воспитателĕ А.Федорова, И.Павлова (Уçырма, "Хĕвел" ача сачĕ), И.Васильева (Ухман, "Пилеш"), Л.Алексеева (Тури Юнтапа, "Яндобинка"), Н.Фомина (Ăвăс-пÿрт Кипеч, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ача сачĕ), Аслă Мамири "Çăлкуç" ача сачĕн заведующийĕ Н.Захарова, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн поварĕ Т.Михайлова.
"Çулталăк вĕрентекенĕ – 2012", "Çулталăк воспитателĕ – 2012", "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурссен çĕнтерÿ-çисемпе призерĕсене, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн призерĕсен ертÿçисене, Раççей историйĕн çулталăкне халалланă районти шкул ачисен спартакиадинче мала тухнисене, Туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă санитарипе çут ĕç компанине активлă хутшăннисене, районти вĕрентÿ ĕçченĕсен турслетĕнче палăрнисене чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов педагогика ĕçне пуçăнакан çамрăк специалистсене ăшшăн саламларĕ, халал сăмахĕсем каласа чечек çыххисем пачĕ.
В.АЧЧА.